Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Новости
24 Октябрӗн , 13:13

Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх

Пишпÿлекри тӗп библиотекӑра медиа-салон уҫӑлнӑ!

Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Пишпÿлекри тӗп библиотекӑра медиа-салон уҫӑлнӑ!
Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн грант фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланакан "Чӑвашла вулама модăллă" медиа-салон" проекта презентациленӗ. Ачасене проект авторӗ тата ертӳҫи Елена Ганиева саламланă, вӑл проекта пурнӑҫланӑ шайра иртекен мероприятисем ҫинчен каласа панă. Проект ӗҫтешӗсен умӗнче Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашĕн ĕçтăвкомӗн членӗ Ольга Яковлева тухса каланă, тӑван чӗлхене юратнӑшӑн тата чӑваш литературине популяризациленӗшӗн организаторсене тав тунă. Тӗп библиотекарь Людмила Чернова салона хутшӑнакансене кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӑван чӗлхе йышăнакан пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа панӑ, ку вӑл ачалӑх чӗлхи кӑна мар, ҫемьере калаҫакан чӗлхе те, обществӑри малтанхи хутшӑнусен чӗлхи те.
Ҫавӑн пекех "Ачасемпе пӗрле мультимедиа контенчӗ тӑватпӑр" мастер-класс та иртнĕ. Халӗ арҫын ачасемпе хӗрачасем чӑвашла постсем тӑвӗҫ, камера çине сӑвӑсем, художество произведенийӗсен сыпӑкӗсене чӑвашла вулӗҫ, хӑйсен тусӗсене камерӑна е телефона ӳкерӗҫ. Мастер-класа поэтесса "Шуратăл" чӑваш литература пӗрлешӗвӗн членӗ Марина Яковлева ирттернӗ. Вӑл контентӑн тĕсĕсем ҫинчен каласа панă, чӑваш тексчӗсене йӗркелеме сĕнÿсем панă; аудиторие мӗнле пухмалли, ӑна мӗнле тытса чармалли вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен каласа панă. "Хальхи технологисем пулӑшнипе художествӑлла произведенисене вуламалли мотиваци" мастер-класс программине буктрейлерсем тăвассине тата QR-кодсемпе тата ятарлӑ приложенисемпе усӑ курассине кӗртнӗ. Буктрейлерсем - пысӑках мар видеороликсем, вӗсем кӗнеке ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ, вулакана интереслентерме тата ӑна рекламӑлакан кӗнекене вулама хӗтӗртме янӑ. QR-кодпа ятарлӑ приложени пулӑшнипе ачасем кӗнекене смартфон е планшет ҫине куçарма, унпа хӑйсем хӑнӑхнӑ форматпа паллашма пултараҫҫӗ. Ачасем мастер-классенче мӗн вӗреннине эпир чӑвашла мультимеди кӑларӑмӗсем тунӑ чухне усӑ курӑпӑр.
Елена ГАНИЕВА,
проект ертӳҫи, Пишпÿлекри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Елена Ганиева.
 
Пушкӑртстанра 130 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ, кашнин — хӑйне евӗрлӗ культура, кашни халӑх хӑйӗн чӗлхипе калаҫать. Пирӗн пӗрлӗхре - республикӑн вӑйӗпе тӗп пуянлӑхӗ, - палӑртнă Пушкăрт Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
 
Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Тӑван чӗлхе - пирӗн пуянлӑх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: