Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
8 Ноябрӗн , 12:20

Пушкӑртра юрпа кӗрешме 900 ятарлă машина тухнӑ

Юр ҫунипе Пушкӑрт ҫул службисем вӑйлӑрах ĕçлеме тытăннă.

Пушкӑртра юрпа кӗрешме 900 ятарлă машина тухнӑ
Пушкӑртра юрпа кӗрешме 900 ятарлă машина тухнӑ

Юр ҫунипе Пушкӑрт ҫул службисем вӑйлӑрах ĕçлеме тытăннă. Республика Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юрпа кӗрешес ӗҫе федераци, регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсене тухнӑ спецтехникӑн 900 единици йӗркелесе пырать.

ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Минакова палӑртнӑ тӑрӑх, регионти ҫулсемпе ҫӳреме 4,5 пин тонна хӑйӑрлă тӑвар хутӑшӗпе усӑ курнӑ. Лару-тӑру тӗрӗслевӗпе мониторингӗ талӑкӗпех йӗркеленсе пырать.

Аса илтеретпӗр, васкавлӑ службӑсене чӗнсе илмелли пӗрлехи телефон -112, талӑкӗпе "Башкиравтодор" диспетчер 8-927-950-59-59, ПР УДХ диспетчер 8-927-955-11-00.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-11-07/na-borbu-so-snegom-v-bashkirii-vyshlo-900-edinits-spetstehniki-3999157

 

 

Пушкӑртра юрпа кӗрешме 900 ятарлă машина тухнӑ
Пушкӑртра юрпа кӗрешме 900 ятарлă машина тухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: