Çутă çул
0 °С
Юр
Пур хыпар та
Новости
19 Ноябрӗн 2024, 13:00

Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне кĕртнĕ

Талӑк хушшинче республикӑра пурӑнакансем аферистсене 10 млн тенке яхӑн куҫарнӑ.

Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне кĕртнĕ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне кĕртнĕ

Талӑк хушшинче республикӑра пурӑнакансем аферистсене 10 млн тенке яхӑн куҫарнӑ. Республикӑри шалти ӗҫсен органӗсен дежурнӑй чаҫӗсене ултав ҫинчен 29 пӗлтерӳ килнӗ.

Исянгулово ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне сӗтӗрсе кайнӑ. Вӑл полицие заявлени ҫырнă,  паллӑ мар ҫынсене 1,2 млн ытла укçа куçарнă тесе. Аферист мессенджерта хӗрарӑма инвестицисенче ӗҫлеме сӗннĕ. Инвестицисен рынокӗнчи «аналитиксемпе» тата «трейдерсемпе» паллашнӑ хыҫҫӑн усал шухӑшлӑ ҫынсем заявительницӑна укҫана паллӑ мар счетсем ҫине куҫарма ӳкӗтленĕ. Хӗрарӑм хӑйӗн тӑванӗсен укҫине иккӗлентерекен схемӑна хывнӑ: упӑшки кредит илнӗ, ывӑлӗ ҫур миллион тенкӗлӗх кредит хатӗрленӗ, хӗрӗ те кредит илнӗ те укҫине амӑшне куҫарса панӑ. Ҫапла улталаннă çын ӗҫ укҫисĕрех юлнӑ, унӑн ҫемйин членӗсем парӑм шăтăкĕнче.

"Сыхӑ пулӑр. Законсӑр операци туни ҫинчен калакан иккӗленӳллӗ шăнкăрав пулсан, калаҫӑва татма сӗнеҫҫӗ. Хӑвӑр укҫӑра хӑрушсӑрлӑх счечĕ ҫине ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефонпа хӑвӑрӑн персональнӑй даннӑйсене, ҫавӑн пекех банк реквизичĕсене ан пӗлтерӗр, пӗлмен ҫынсем сӗннипе хӑвӑр телефон ҫине паллӑ мар приложенисене ан вырнаҫтарӑр.  Инвестици темине ӑнланмасӑр укçа хывма ан васкӑр", — аса илтернĕ ПР МВД.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

https://www.bashinform.ru/news/law/2024-11-19/zhitelnitsa-bashkirii-utyanula-v-dolgovuyu-yamu-vsyu-svoyu-semyu-4014552

 

 

Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне кĕртнĕ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗ хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине парăм шӑтӑкне кĕртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: