Пушкӑртстанра "Китап-Байрам" Пӗтӗм Тӗнчери III кӗнеке ярмӑрккинче заявка кампанийӗ уҫӑлнӑ, - пӗлтерет форумăн йĕркелÿ комитечӗ.
Кӑҫал "Китап-Байрам" ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 1-мӗшӗччен Уфари Совет площадӗнче пулать.
Кӗнеке ярмӑрккине Раҫҫей тата ют ҫӗршыв издательствисем, кӗнеке суту-илӳ фирмисемпе организацисем, библиотекӑсем, кӗнеке лавккисемпе полиграфи предприятийӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кун валли формӑна www.kitap-bayram.ru официаллӑ сайтра тултармалла.
Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм тӗнчери "Китап-Байрам" кӗнеке ярмăрккине Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пулӑшса 2023 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл литературӑна, писательсене, издательсене, кĕнеке юратакансем валли туртӑм центрӗ кӑна мар, республикӑри тӗп культура событийӗсенчен пӗри пулса тӑнă. Сӑмахран, пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери II "Китап-Байрам" кӗнеке ярмӑрккинче хӑйӗн продукцине 233 издательство тӑратнӑ. Унта хутшӑнакансем Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен тата çичĕ ют ҫӗршывран (Беларуҫ, Азербайджан, Узбекистан, Таджикистан, Казахстан, Кыргызстан, Сауд Аравийӗ) килнӗ. Ярмарккӑна хулари 170 пин ытла уфимецпа хӑнасем килнӗ, пурӗ рекордлӑ 73 пин ытла кӗнеке экземплярне сутнӑ. 2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Пушкӑртстан "Китап-Байрам" ярмăрккӑна йӗркеленӗшӗн тата ирттернĕшӗн "Раҫҫей литература флагманӗ" статуса тивӗҫнӗ.
Сӑнӳкерчӗке выставкăн йĕркелÿ комитечӗ панӑ.
https://resbash.ru/news/kultura/2025-02-27/v-bashkirii-startoval-priyom-zayavok-na-uchastie-v-knizhnoy-yarmarke-kitap-bayram-4137954