Анчах çакна та асăрхаттарса хăвармалла: налог парăмĕнчен нумай ачаллă çемьесенче ашшĕпе амăшĕнчен пĕрне çеç е çемье опекунне хăтарӗç.
- Çĕнĕ закона нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас тĕлĕшпе тата республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесе йышăннă‚ – пĕлтернĕ республика парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев. – Асăннă пулăшу çăмăл автомобильсен двигатель хăвачĕ 150 лаша вăйĕ çитиччен тата автобуссен хăвачĕ 125 лаша вăйĕ пулнисене çеç пырса тивет. Çăмăллăха пысăк мар тата вăтам тупăшлă çемьесем тивĕçĕç. Хаклă автомобильсем туяннă нумай ачаллă çемьесен çăмăллăх çинчен манмалла пулĕ.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев пĕлтернĕ тăрăх‚ çемьере транспорт шучĕ иккĕ е ытларах пулсан çăмăллăх пĕриншĕн çеç (хуçисем суйласа илнине) парăнать. Йышăннă çĕнĕ законпа 2018 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2024 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен усă курма пулать.
- 2018 çулхи налога 2019 çул вĕçĕнче тÿлемелле. Апла пулсан‚ нумай ачаллă çемьесем транспорт налогне çитес çултан тÿлеме чарăнĕç‚ – палăртнă Константин Борисович.
Асăннă çăмăллăхпа инвалид ача ÿстерекен çемьесем те усă курма пултарĕç. Çакăн йышши закон проектне хушса çырмаллине ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров сĕннĕ. Унăн сĕнĕвне депутатсем çитес Патшалăх Пухăвĕн ларăвĕнче çирĕплетĕç.