Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Кӑрлач 2019, 16:55

ХĔРĔХ ТĂХĂР АЧА САЧĔ УÇĂЛĔ

Пушкăртстанра 2019-2020 çулсенче пурĕ 49 ача сачĕ уçăлмалла.

Çавăн пекех хупăннисене те хута ярӗç.

- Асăннă тĕллевсене пурнăçлама федераллă бюджетран 4,4 млрд тенкĕ уйăрĕç‚ регион бюджетĕнчен вара – 2 млрд яхăн, – тесе пĕлтернĕ ПР çут ĕç министрĕн ĕçĕсене ертсе пыраканĕ Айбулат Хажин. – 2024 çул тĕлне ачасем 3 çул тултариччен ача садне лекмелли черете пĕтермелле. Çавăнпа та нухратăн ытларах пайĕ ясли ушкăнĕсене уçас тĕлĕшпе тăкакланĕ.

Ача сачĕсене Ĕпхÿ хулинче‚ Çтерлĕ‚ Мечетлĕ‚ Белорецк‚ Зианчура‚ Салават‚ Краснокамск‚ Бурай‚ Чекмагуш тата Ĕпхÿ районĕсенче хăпартмалла. Çавăн пекех Пелепейпе Кумертау хулисенче çĕнĕ садсем пулмалла.

Çитес 2019 çулта республикăра 26 ача сачӗ хăпартмалла‚ 2020 çулта - 23.
Читайте нас: