Михаил Иванович Скворцов профессор (1933–2016) словарьсем хайлас тӗлӗшпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. Чӑваш, Раҫҫей тата тӗнче культурине 30 яхӑн сӑмах кӗнекипе — «алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ ҫут тӗнчепе» —пуянлатса хӑварнӑ. Михаил Иванович ӑсталанӑ словарьсен пӗтӗмӗшле тиражӗ ҫур миллионтан иртсе кайнӑ. Ҫав словарьсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр пин ҫын — ачасем те, ҫитӗннисем те — пӗлӗвне ӳстернӗ, тавракурӑмне пуянлатнӑ.
Чухӑн республика словарь ӑстине лайӑх гонорар тӳлесе хавхалану кӳреймен. Михаил Иванович 30 ҫул ытла хваттер черетӗнче тӑнӑ, тӳре-шараран хӑтлӑ хваттер кӗтсе илеймесӗрех ҫӗре кӗнӗ — Явӑш ҫӑвинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ.
Эппин хамӑр словарь ӑстине юратса хисепленине, унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланине халӗ те пулин палӑртар-ха: вилтӑприйӗ ҫине пӗрлехи вӑйпа палӑк лартар!
Эсир унта хӑҫан та пулин ҫитетӗрех, хӑвӑр ыттисемпе пӗрле лартнӑ сумлӑ палӑк умне чӗрӗ чечек хуратӑрах, «словарь ашшӗне» пархатарлӑн пуҫ таятӑрах. Вара унӑн пӗр-пӗр словарьне алла илме те кӑмӑллӑрах пулӗ.
Хӑвӑр пирки тата куҫарнӑ нухрат пирки [email protected] адреспа ҫырса пӗлтерме ыйтатпӑр, эпир вара укҫа-тенкӗ мӗнле пухӑннине пӗлтерсех тӑрӑпӑр. Пӗрлӗхре — вӑй!