Çак йăлана виçĕ çул каялла йышăннă. Малтанхи икĕ çул парнене ачасем тивĕçнĕ пулсан, хальхинче парнесене çитмĕлтен иртнĕ ялти ватă çынсене пама шутланă ял хастарĕсем. Хĕл Мучипе Юр Пике, Çĕнĕ çул килĕрен киле çÿресе парнесем валеçнĕ. Уяв хăнисене кĕтмен ватăсем, парнесем илнĕ чух савăннипе куççульленнĕ те, пĕрле Çĕнĕ çул юррисене юрласа савăннă та. 29 ватă çын парнеллĕ пулнă.