Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Кӑрлач 2019, 17:13

Евпаторинче Крым Пушкăртстана панă«Юбилейный» санаторине юсама пуçлаççĕ

Кăçал Крымра 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнче Пушкăртстана панă «Юбилейный» санаторине çĕнетсе урăхлатма пуçлаççĕ.

2021 çулта çĕнетсе йĕркелесе пĕтернĕ хыççăн Пушкăртстанăн Хура тинĕс хĕрринче интереслĕ тата илемлĕ архитектура сăнлă, кану тата сиплев валли витĕмлĕ инфраструктурăллă 400-500 çын йышăнма пултаракан санатори пулать.

Санатори директорĕ Ренат Галимов Пушкăртстанпа Крым делегацийĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра çĕнĕ корпуссем çĕклетесси çинчен каласа панă. Реконструкци валли 800 млн. тенкĕ тăкаклама планланă.

Иккĕмĕш тапхăрта санаторин бассейнлă тата термаллă шывлă сиплевпе сывлăха тĕреклетмелли ку чухнехи комплекс хута кĕрет. Вăл ку чухнехи сиплевпе диагностика меслечĕсемпе усă курассине, спа-процедурăсем, фитнес занятийĕсем ирттерессине тĕлленĕ. Çĕнетсе юсанă хыççăн санатори çулатлăкĕпе ĕçлĕ», — палăртнă Ренат Галимов.

«Юбилейный» — ачасем тата ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле сипленекен ачасем валли клиника кардиологи санаторийĕ. Вăл юн çаврăнăшĕн, çÿлти сывлав çулĕçен чирĕсемпе чирлекен ачасене сиплессипе тата реабилитацилессипе специализациленет. Вăл Евпаторин санаторипе курорт зонинче, Хура тинĕс çыранĕнчен 30 метрта вырнаçнă.
Читайте нас: