Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Кӑрлач 2019, 11:43

Ывăлне чăваш ятне панă

Шупашкарти Мускав районĕнчи ЗАГС уйрӑмĕнче пĕр пепкене чӑн-чӑваш ячĕ хунӑ - Турхан.

Сӑмах май каласан, ашшĕ те чӑваш ятлӑ иккен унӑн - Тайӑр.


Паллӑ ĕнтĕ, чӑвашсем тĕне кĕнĕ хыҫҫӑн чӑваш ячĕсем манӑҫса, вĕсен вырӑнне вара православи тĕнĕ йышӑнакан ятсем килсе пынӑ. Юлашки вӑхӑтра тата урӑх халӑхри/ҫĕршыври ятсене илни час-часах тĕл пулать. Хӑш-пĕр ятсене вара вуçех те пĕрремĕш хут илтетĕн, хӑлхана касаҫҫĕ.

Чӑваш ячĕсем вара паян питĕ сайра тĕл пулаҫҫĕ, вĕсене пĕлсех те каймаҫҫĕ пулас, чӑваш ячĕ хурасси пирки вара шутламаҫҫĕ те. Апла пулин те, чăваш ячĕсем питĕ хитре илтĕнеççĕ: Атнер, Ильтимер, Юман, Ентимер, Илпек; Илемпи, Пинерпи, Салампи, Сарпи, Пинеслу, Синерпи. Чӑваш ячĕ пама шухӑш пур пулсан та хӑюлӑхĕ ҫитеймест пулĕ чылай чухне: шел пулин те, нумай чӑваш хӑй чӑваш пулнинчен вӑтанни вӑрттӑнлӑх мар.
Читайте нас: