Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Нарӑсӑн 2019, 16:07

Пушкăртстан правительстви ача сачĕшĕн чи пысăк тÿлев виçине палăртнă

Пушкăртстан правительстви 2019 çула республикăри муниципалитетсемшĕн ачана ача садне çÿретнĕшĕн тÿлемелли тÿлевĕн чи пысăк виçине палăртнă.

Шайлашуллă постановленине регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров алă пуснă.

Пичетленĕ документпа килĕшÿллĕн пуринчен ытларах Уфа хулинче тата Уфа районĕнче тÿлеме тивет — 2839 тата 2627 тенкĕ. Стерлитамакпа Давлекан районĕнче тÿлев виçи пĕр пекрех — уйăхне 2550 тата 2503 тенкĕ. Салаватра — 2366 тенкĕ.

Октябрьски, Нефтекамск, Иглин, Калтачă, Пелепей тата Учалă районĕсенче ашшĕ-амăшĕ ачине ача садне çÿретнĕшĕн 2200 тенкĕ ытла тÿлĕ.

Зилаирпа Аургазă районĕсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕшĕ 2019 çулта пуринчен сахалтарах тÿлĕç — 1148 тата 1185 тенкĕ.

«Башинформ» агентство декабрь уйăхĕнче пĕлтернĕ тăрăх унччен закон ача сачĕшĕн тÿлеве çулталăк тăршшĕнче пĕр хут кăнма мар ÿстерме май паратчĕ. Халĕ çакна çулталăк пуçламăшĕнче кăна туса пулать. Шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасене пăхнăшăн ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕн вăтам виçи 1617, 2 тенкĕпе танлашать. Ашшĕ-амăшĕн тÿлевне пĕчĕклетмелли компенсаци тÿлевĕн виçине çăк сумма тăрăх шутлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача сачĕн тÿлевĕн компенсацине илме пултарнине аса илтернĕ республикăри Вĕренÿ министерствинче. Енчен те çемьере пĕр ача кăна ача садне çÿрет пулсан, компенсаци тÿленĕ суммăран 20 процентпа танлашать (323,44 тенкĕ), икĕ ачашăн — 50 процентпа (808,6 тенкĕ), виçĕ е ытла ачашăн — 70 процентпа (1132 тенкĕ).

"Башинформ" ИА.
Читайте нас: