Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Нарӑсӑн 2019, 17:20

Чăвашлăха сыхласа хăварас тĕллевпе

Пăслăкра районти чăвашсен обществăлла пĕрлешĕвĕн — Канашĕн кăçалхи пĕрремĕш отчет пухăвĕ иртрĕ.

Çавра сĕтел хушшинче Канашăн ĕçтăвкомĕн членĕсем 2018 çула пĕтĕмлетрĕç. Пухăва пĕрлешĕвĕн председателĕ Вера Васильева уçрĕ. Пуху кунĕ районти чăвашсен Канашне унччен ертсе пынă Иван Никитин вилнĕ кунпа тÿр килнĕрен Вера Ивановна ăна асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ.

— Районти чăвашсен Канашĕн пĕр пысăк тĕллев — тăван чăваш культурине сÿнме памасăр малалла аталантарасси, çамрăксене çак ĕçе хастар явăçтарасси, — терĕ Вера Ивановна.

Шăпах çак тĕллеве пурнăçă кĕртсе районта Канаш йĕркеленипе чылай мероприяти иртет. Çулталăка кашни çул тĕрлĕ ялта иртекен «Йĕлме йĕлтĕр» йĕлтĕр ăмăртăвĕсен уявĕ уçать. Пĕлтĕр йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем Кистенлĕре пуханнă. Апрелĕн 25-мĕшĕнче Пăслăкра шкулпа, ача сачĕпе, клубпа никĕсленсе Чăваш чĕлхи кунне анлă палăртнă. «Чăваш халăх пултарулăхĕ: ĕнер, паян, ыран» вулавăш, культурăпа ерçÿ ĕçченĕсен республика шайĕнчи семинар-практикумĕ çÿллĕ шайра иртнĕ. Пурлăка (90 çул), Пăслăк (290 çул), Ситекпуç (230 çул), Йăлпăлак (285 çул) ялĕсем юбилейĕсене анлă палăртнă. Çакна евĕр мероприятисене малалла та ирттермелле, мĕншĕн тесен вĕсем халăха пĕрлештереççĕ. Й́ăлана кĕнĕ «Шурçăл» тата «Кĕр сăри» уявĕсем çултан çул ытларах халăх пухаççĕ.

Районта чăваш халăх культурине аталантарас енĕпе çитĕнÿсем самаях пысăк. Сăмахран, Пишпÿлекри «Мерчен» (Л.В. Романова) чăваш халăх фольклор ансамблĕ яланах район куçĕ умĕнче. Ултă коллектив халăх ятне илнĕ, вĕсен шутĕнче Пăслăкри «Тăван ен кĕввисем» юрă ансамблĕ, Ситекпуçĕнчи «Сăнлăх» чăваш драма театрĕ.

Çултан çул ирттерекен мероприятисемпе уявсене çитес çул та палăртма плана кĕртсе хăварчĕç. Хутшăнакансем ытларах пулччăр тесе «Шурçăл» фестивале май уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме шут тытрĕç. Çимĕк каçĕ кашни ялтах иртĕ. «Кĕр сăрине» Ермолкин ялĕнче палăртĕç.

Вера Ивановна Канашăн ĕçтăвкомĕн хастарĕсене палăртса хăварчĕ. Ĕçтăвкомăн членĕсем Александр Петров, Александр Гильдеев, Петр Сергеев хăйсен черечĕпе Канашăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе сĕнÿсемпе çитменлĕхĕсене палăртрĕç.

Районти чăвашсен Канашĕ ĕç-хĕлне район администрацийĕпе шайлашса, шкулсене, культурăпа общество учрежденийĕсене явăçтарса пурнăçлать. Хушăлкари, Пăслăкри, Пишпÿлекри вăтам шкулсенче вĕренекенсем чăваш чĕхипе республика олимпиадине хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илнĕ.

Чăвашсен Канашĕ, Чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор тата «Çутă çул» хаçат пĕрле ирттернĕ «Нарспи» — вилĕмсĕр поэма» интернет-викторинăна та çамрăк ăру хастар хутшăннă. Çитес çул пуçарăва малалла тăсса Яков Ухсайне тата Владимир Аптрамана (çуралнăранпа 95 çул пулать) чысланă конкурссем ирттерессине плана кĕртрĕ Канаш.

«Çутă çул» районти чăваш хаçачĕн çырăнтару кампанине тимлерĕç. Сергей Михайлов, Юрий Иванов, Олег Рузаков спонсор пулăшăвĕ панипе хаçатăн тиражĕ февраль уйăхĕ тĕлне 200 экземплярпа танлашнă. Римма Андреева Культура керменĕнче чăваш халăх алăсталăхĕсен ăстисемпе тĕл пулусем тата мастер-классем ирттерме сĕнчĕ. Районта чăвашлăха аталантарма нумайне тунă Иван Никитинăн астăвăмне чысласа хăвармалли темăна хускатрĕç.

Канашăн пухăвĕ Пушкăртстан Республикин чăваш культурин обществин отчетпа суйлав конференцине районтан делегат пулса каймалли кандидатурăсене пăхса тухнипе вĕçленчĕ.
Читайте нас: