Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Нарӑсӑн 2019, 12:15

«ХАВХАЛАНУ ÇĂЛКУÇĔСЕМ - 2019» СĂМАХ ĂСТИСЕНЕ ПУÇТАРАТЬ

Хисеплĕ туссем! Вун çиччĕмĕш поэзи çуркунни пусма умне килсе тăчĕ. Унпа пĕрлех «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» поэзи фестивалĕ чечекленет.

«Хавхалану çăлкуçĕсем» - илемлĕ те çепĕç тăван чĕлхепе – вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш – çыракан пур ÿсĕмри поэтсен, сăмах ăстисен тата аллисене пуçласа калем тытнисен уявĕ. Чĕрĕ сăмах фестивалĕ Пушкăртстан Республикин тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан поэтсене пĕрлештерет. Республикăри тăванла халăхсен поэзийĕ - пысăк туслăх тата культура çыхăнăвĕ, наци пултарулăхне аталантармалли, культура йăли-йĕркисене упраса хăвармалли, туслăха çирĕплетмелли пулăхлă никĕс. Поэзи фестивалĕ – çамрăк талантсене «вĕçсе хăпармалли сукмак», Пушкăртстанăн паллă культура деятелĕсем, Мустай Карим çыравçă, Фатих Карим поэт хывнă кăмăл-сипет çул-йĕрĕ.

XVII «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» регионсем хушшинчи фестивале йĕркелекенĕ – ПР муниципаллă Пелепей район администрацийĕ, ПР Культура министерстви тата ПР Писательсен союзĕ.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрĕ – февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 1-мĕшчен. Ку вăхăт хушшинче заявкăсемпе пултарулăх ĕçĕсене йышăнаççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта лауреатсене (гран-при, пĕр пĕрремĕш, икĕ иккĕмĕш тата виçĕ виççĕмĕш вырăнсем) тата дипломантсене çак номинацисем тăрăх палăртаççĕ:

- «Поэт тата вăхăт» (пушкăртла, вырăсла, тутарла тата чăвашла çыракан поэтсене кашнине уйрăм хаклаççĕ);

- «Ĕмĕрех юратнă тăван тавралăх!» (Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнă тĕле);

- «Куçсем килес ĕмĕрсене хăюллăн тинкереççĕ, пулас вăхăтăн ылтăн уй-шухăшне чĕлхемĕрсем упраççĕ …» (Мустай Карим 100 çул тултарнă тĕле);

- «Пĕтĕм тĕнче – театр, эпир пурте унăн актерĕсем…» (РФ Театр çулне халалланă);

- «Фестивале уçни»;

- «Урăх вăхăтсем» (çамрăксен поэзийĕ);

- «Юратуран илемли çук» (юрату лирики);

- «Çак кунсен чапĕ янăрама чарăнмĕ» (Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрлăхне мухтаса çыракансене);

- «Юратмалла, ĕненмелле (сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман авторсене тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене);

- «Ачасене валли çыратăп»;

- «Фестиваль мана çунат пачĕ».

- «Ĕненÿпе тивĕç хĕлхемĕ пирĕн пысăк çула çутатрĕ» (Фатих Карим поэт-патриот çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле).

XVII регионсем хушшинчи «Хавхалану çăлкуçĕсем – 2019» поэзи фестивалĕ иртессипе çыхăннă тулли материалпа «Белебеевские известия» хаçатăн сайтĕнче http://rbsmi.ru/belivz/ паллашма пулать. Электрон почта (е-mail):[email protected] Тел.: (34786) 3-23-02, 3-17-02, 3-42-67, 4-23-58, 4-09-25.

Ăнăçупа пултарулăх çитĕнĕвĕсем сунатпăр.

Фестиваль йĕркелÿçисем.
Читайте нас: