Çутă çул
+25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Нарӑсӑн 2019, 17:24

ÇАМРĂК УЧИТЕЛЬСЕНЕ ПĔРЕР МИЛЛИОН ТЕНКĔ ТŸЛĔÇ

Владимир Путин „Земство учителĕ” программăна ĕçе яма сĕннĕ

Государство пуçлăхĕ Федераллă Пухăва яракан кашни çулхи Çырăвĕпе паллаштарнă чухне пуçару тунă. Владимир Путин хăйне лайăх кăтартнă „Земство тухтăрĕ” программăна, вĕрентекенсем валли те çакăн пек программа ĕçе ярса, анлăлатма сĕннĕ. Çĕнĕ программа тăрăх, яла тата пĕчĕк хулана ĕçлеме куçма шут тытнă учительсене тата преподавательсене пĕр миллион тенкĕ çул укçи тÿлеме тивĕçлĕ. Ăна 2020 çулта ĕçе яма планласа хунă.


Аса илтеретпĕр, Радий Хабиров „Взлетай” пĕлÿлĕх форумĕнче ялти учительсене пулăшма республика бюджетĕнчен 60 млн тенкĕ уйăрса пама шутлани çинчен каларĕ. Кашни çул чи лайăх 100 вĕрентекен грант пек 600- шер пин тенкĕ илĕ. Çаплах учительсем валли çĕр участокĕсем уйăрса парассине те палăртнăччĕ.


Пирĕн районта нумай та мар çамрăк вĕрентекен ĕçлет. Юлашки виçĕ çул хушшинче шкулсене икĕ специалист ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен пĕри – Толбазă лицейĕн физика тата информатика учителĕ Айдар Фасиков. Вăл вĕрентет кăна мар, ачасемпе робототехника кружокĕн занятийĕсене илсе пырать, обществăлла пурнăçа, спорт мероприятийĕсене, учительсен конкурсĕсене те хутшăнать. Иртнĕ çулта республикăри чи лайăх 25 вĕрентекен шутне кĕнĕ, 40 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Айдар Галиевич тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи. Институт пĕтернĕ хыççăн çара кайнă. Кĕçĕн сержант званине çитнĕ.


Нумаях та пулмасть А. Фасиков Пушкăртстан делегацийĕ составĕнче Федераци Советĕнче сенаторсемпе ялти социаллă сфера ĕçченĕсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕнче пулса курнă.


Вĕрентекенсене Россия тата республика шайĕсенче пулăшу панă хыççăн çакăн пек учительсен шучĕ районта ÿсессине шанса тăратпăр.
Читайте нас: