Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Нарӑсӑн 2019, 17:32

«ТĔЛЛЕВСЕМ ПАЛĂРТАС ТАПХĂР ИРТНĔ», -

тесе пĕлтернĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çул хăйĕн Уçă çырăвĕпе Федераллă Пухăва паллаштарнă кун (вăл февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ).

Çĕршыв пуçлăхĕ мĕншĕн çапла татса каланине те тавçăрса илме пулать. Мĕншĕн тесен çав тĕллевсене 2018 çулти май уйăхĕнчи указсенче тĕплĕн палăртнă. Малалла вăл ĕçлес кăмăл çинче чарăнса танă: «Каялла чакма, картса хунинчен анма юрамасть. Енчен те кам та пулсан такăр çулпа çăмăллăн, пуçарусăр тата яваплăха туймасăр ĕçлес тет пулсан, ун пеккисене пĕр тăхтаса тăмасăр уйрăлма ыйтатăп. Эпĕ тепĕр чухне «капла юрамасть», «кунта ытла та йывăр», «ытлашши çÿле хăпарса кайнă», «пулса пĕтес çук» тенине илтетĕп. Çакăн пек кăмăлпа снаряд патне ан та пырăр», - тенĕ Владимир Путин.

Уçă çырупа паллаштарма çĕршыв пуçлăхне 1 сехет те 27 минут кирлĕ пулнă. Ахăртнех, «патшалăх тĕрекĕ - çемьерен килет» текен каларăша тĕпе хурса Владимир Владимирович чи малтан çемье ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшу парассине палăртнă, вĕсемшĕн налук виçине чакарма сĕннĕ, 2021 çул тĕлне çĕршывра пурне те яслисемпе тивĕçтермеллине асăрхаттарнă, «ипотека каникулĕ» пирки те сăмах хускатнă.

Çĕршыв пуçлăхне сывлăх сыхлав тата вĕрентÿ сферипе çыхăннă ыйтусем канăç паман. 2020 çул вĕçĕ тĕлне çынсем Раççейри мĕнпур ялсемпе хуласенче тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме пуçламалла. Çак тĕллевпе 2019-2020 çç. 1590 çĕнĕ е модернизациленĕ тухтăр амбулаторийĕ тата фельдшер пункчĕ хута ямалла. «Ялти тухтăр» программăпа малашне çамрăксем çеç мар, çулланнă специалистсем те усă курма пуçлĕç - чи кирли вĕсем ялта ĕçлеччĕр çеç. Çавăн пекех 2020 çулта «Ялти вĕрентекен» программа ĕçлеме пуçламалла. Унпа килĕшÿллĕн, ялти шкула килекен вĕрентекен 1 млн тенке тивĕçĕ.

Президент çак вăхăта çитсе те эпир коммуналлă çÿп-çап проблемине хускатманни çинче чарăнса тăнă. Паянхи кун хытă каяш полигонĕсем тулса çитнĕ май, çакă общество умне çивĕч ыйту кăларса тăратнă. Малашне коммуналлă каяшăн 60 процентне суйласа илсе тирпейленĕ хыççăн чĕртавара çавăрмалла. Хальхи вăхăтра çак виçе 8-9% çеç танлашать.

Владимир Путин кăçалхи январьте пенси реформине пула хăш-пĕр пенсионерсем кăмăлсăр пулнине те пĕлтернĕ. Çак уйăхра пенси виçи ÿснĕ май вăл пурăнмалли минимум виçине çитнĕ. Çавна пула маларах тÿленĕ хушма социаллă тÿлевсене пăрахăçланă е унăн виçине чакарнă. «Ку вăл тĕрĕс мар,» - тенĕ çĕршыв лидерĕ, йăнăша çывăх вăхăтра тÿрлетме хушнă.

Элтепер Раççей хăрушсăрлăхĕ пирки те çирĕп каланă. «Раççей суверенлă тата никама пăхăнман патшалăх пулнă, пулать те. Ку вăл аксиома…» - тенĕ вăл çĕршывăн хутĕлев тата çар хăвачĕ кирек мĕнле агрессора та хирĕç тăма çителĕклĕ пулнине систерсе.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: