Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Мартӑн 2019, 18:35

Пишпÿлек районĕнче хăш çулсене юсĕç?

Çитес çулта Пушкăртстанра 241,9 км тăршшĕ регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсене юсассине плана кĕртнĕ.

Çакăн çинчен республикăри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ.

Ведомство даннăйĕсем тăрăх, 2019 çулта регион трассисемпе хула урамĕсене кăна мар, республикăн Çул-йĕр фондĕнчен укçа-тенкĕ уйарнă участоксене те тирпей-илем кÿртĕç.

Бюджет законодательствипе шайлашуллăн кашни муниципалитетăн муниципаллă çул-йĕр фончĕ пур, ун шучĕпе вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсаççĕ.

Пирĕн районта 2019 çулта регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсамалли объектсен шутне кĕнĕ:

Усак-Кичу — Кăркан автомобиль çулĕн 9,82 км — 11,82 км участокне, 2020 çулта хута ямалла;

Усак-Кичу — Кăркан автомобиль çулĕн 2,050 км — 3,250 км участокне, 1,20 км;

Приютово — Пишпÿлек автомобиль çулĕн 23,92 км — 28,62 км участокне, 3,20 км;

Аксаково — Ăхпуç автомобиль çулĕн 3,601 км — 5,401 км участокне, 2021 çулта хута кĕртмелле.

Пушкăртстан Республикин территори заказĕн укçи-тенки шучĕпе 2019 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче çак ĕçсене пурнăçлĕç:

Демский — Хомутовка автомобиль çулĕ çинчи Уязы çырма урлă кĕпере юсасси;

Çĕнĕ Биктяш — Чегодаево çулăн 3,0 км — 5,0 км участокне, Сухоречка — Исякаево çулăн 7,0 км — 10,0 км участокне, 5 км;

Пăслăк — Кунакул (Пăслăк урамĕ) автомобиль çулĕн çул-йĕр сарăмне, 2 км.

Муниципаллă районăн çул-йĕр фончĕн хатĕрĕсен шучĕпе:

Пишпÿлекри Космонавтсен тата Габдулла Тукай ячĕллĕ урамĕсен транспорт çÿрекен пайне асфальт сийĕ сарасси, 1 км;

Пишпÿлекри Романов генерал ячĕллĕ тата Мурманский ячĕллĕ урамсен çул-йĕр сарăмне тăвасси, 1,1 км.

Пушкăртстанра республикăн ертÿçин Радий Хабировăн хушăвĕпе «Тăван урам» программăна хута яраççĕ, унăн йĕркипе кашни ялта тĕп урама асфальт сийĕ сармалла. Программăна пилĕк çула пăхса хунă — 2019 çултан пуçласа 2024 çулччен. Районта программа тăрах урамсен 62 км çулне асфальт сийĕ сарма планланă.

Ирина ФОМИНА хатĕрленĕ.
Читайте нас: