Çак пĕлтерĕшлĕ пулăм нумай пулмасть иртнĕ пулин те, идейăна пурнăçа кĕртес шухăш икĕ çул каялла Ситекĕн 255 çулхи юбилейне палăртнă вăхăтра çуралнă. Шăпах ун чухне Ситек халăхĕ пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тăракан тăванлăх тĕввине чĕрисем урла ирттерсе туйса илнĕ, паянхи чăнлăха урăх енчен курма пултарнă тата вĕсене «Пулас несĕлсене хамăр хыççăн мĕн хăваратпăр-ха?» текен ыйту шухăшлаттарнă.
— Ялăн чаплă юбилейне палăртма валли чылай материал пухрăмăр. Пухнă пурлăха упрамалли вырăн çинчен калаçу хускалса кайсан, ял старости Иван Григорьев музей уçма сĕнчĕ. Çĕнĕ пуçарура çийĕнчех ун майлисем тупăнчĕç, çаксем вĕсем истори вĕрентекенĕ Людмила Романова ертсе пыракан вырăнти шкул вĕрентекенĕсем, — аса илсе каласа парать Çирĕклĕ ял Совечĕн пуçлăхĕ Александр Петров.
ООО «Урожай» ял хуçалăх предприятин ертÿçи Юрий Иванов музей валли хуралтă шырас ыйтăва татса пама пулăшнă. Вал кивĕ кантурăн хуралтине культура заведени тума сĕннĕ. Хăй те хĕрринче тăрса юлман — юсав ĕçĕсене пурнăçлама строительство материалĕпе пулăшнă.
— Чунра Ситек халăхĕпе унăн ал ăстисемшĕн мăнаçлăх çуралать. Çитменнине хальлĕхе районта çакăн пек центр çук, — савăнăçне пытармасăр пĕлтерет хуçалăх ертÿçи.
Иван Кириллович ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама пулăшнăшăн ял-йыша, шкул директорĕ Александр Гильдеев ертсе пыракан вĕрентекенсен коллективне, ял тăрах пуçлăхне Александр Петрова тата хăйĕн çемйине тав тăвать.
— Мана пурнăç тăршшĕ ăнса пырать — манпа пĕр çулпа манпа пĕр еннелле пăхакан лайăх çынсем, тус-юлташсем, шанчăклă пулăшакансем утаççĕ. Варах вăхăт професси шайĕнче сăн ÿкерни те пулăшрĕ музей йĕркеленĕ ĕçре, — каласа парать Иван Григорьев.
Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче культура заведенине официаллă уçнă. Хаклă хăнасене тĕп экскурсовод, вырăнти шкулта истори вĕрентекен Людмила Романова музейпа паллаштарнă:
— Музее эпир Чăваш наци культурин центрĕ — «Арча» ят патăмăр. Чăвашсен арча мĕн авалтан çемье ăнăçлăхне, пурлăхне тата йăхсен çыхăнулăхне палăртнă. Çавăнпа та эпир чи курăнакан вырăна алăпа тунă асамлă арча вырнаçтартăмăр. Пирĕн музейра темиçе зал. Пĕр залĕнче чăвашсен авалхи пÿлĕмне курма пулать. Кунта кăмака мăнаçланса ларать, ун çумĕнчех ухват, турчăка, куршуксем. Тĕпелте ача сăпки, пир тĕртмелли станок… Паттăрла иртнĕ пурнăçăн залĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă тата сывă таврăннă паттăрсен тулли списокĕпе, ялпа район, çĕршав аталанăвне ĕлĕш хывнă çынсен ячĕсемпе паллашма пулать. Ял çыннин ĕç инвентарĕпе тата инструменчĕсемпе тулли кил картийĕ те интереслентерет. Радиоаппаратурăн пĕчĕк залĕнче киноаппарат, ялти пĕрремĕш телевизор, транзисторлă радиоприемниксемпе ĕлĕкхи фотоаппаратсем тăратнă. Ялти халăх ăстисен пÿлĕмĕнче вăрах вăхăт киленсе сăнаса çÿреме пулать.
Музее пĕрремĕш хут курма килнисене уникаллĕ экспонатсен пысăк шуче тĕлĕнтернĕ. Çак пысăк ĕç ситексен йăли-йĕркине, тăван чĕлхепе культурине сыхласа хăварма пулăшатех.