Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Мартӑн 2019, 13:10

Административлă йĕркене пăснишĕн черетлĕ штрафсем

Март уйăхӗн 28-мӗшӗнче, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем «Административлă йĕркесене пăснăшăн» кодекса çĕнĕ статья кĕртнĕ.

Ун тăрăх, машинăсемпе унăн прицепĕсене газон, чечек клумбисем çине, ача-пăча тата спорт лапамĕсене (площадкисене) лартма юратакан хурçă ут хуçисене 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 çити штраф тÿлеттерĕç. Должноçри çынсемшĕн штраф виçи 5-10 пин, учрежденисемпе организацисемшĕн 20-30 пин пулĕ. Йĕркене иккĕмĕш хут пăссассăн штаф хакне тата та ÿстерĕç. Ун чухне граждансем 3-4 пин тенкĕ тÿлĕç, должноçри çынсем - 15-20 пин,учрежденисемпе организацисем - 35-50 пин.

"Башинформ" ИА.
Читайте нас: