Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Апрелӗн 2019, 17:28

ПИСАТЕЛЬСЕН ПĔРЛĔХĔН - ÇĔНĔ ЕРТŸÇĔ

Март уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ЧР Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ.

Унта пулнӑ «Хыпар» хаçатăн журналисчĕ Надежда Смирнова пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ.

Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма (Пушкăртстан элчисемпе пĕрле) хутшӑннӑ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре - 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать.

Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналăн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ.

Чăваш халăх сайчĕ.
Читайте нас: