Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Апрелӗн 2019, 16:45

Чăваш театрĕсемпе тата чăваш актерĕсемпе паллаштарнă

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта 6-мĕш класра (вĕрентекенĕ Наталья Николаева) питĕ интереслĕ чăваш чĕлхи урокĕ иртнĕ.

Урока Пишпÿлекри тĕп вулавăш çумĕнчи Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор ертÿçи Надежда Тарасова ертсе пынă. Вăл «Чăваш Енĕн театр сцени çинче» информаци сехечĕ ирттернĕ.

Урок тăршшĕнче ачасем чăваш театрĕн пултарулăх ĕç-хĕлĕпе тата историйĕпе, чăваш театрĕн никĕслевçисемпе, чи пĕрремĕш чăваш артисчĕсемпе паллашнă, паллă чăваш актерĕсен ячĕсене пĕлнĕ.

— Паянхи кун тĕлне Шупашкарта тăвтă пысăк театр: Оперăпа балет чăваш патшалăх театрĕ (чи пысăк театр), К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕ (чи кивĕ театр), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ (1933 çулта йĕркеленĕ), Пуканесен чăваш патшалăх театрĕ (1943 çулта йĕркеленĕ, унта блокадăри Ленинградран эвакуациленĕ артистсем вылянă), — паллаштарнă Надежда Тарасова ачасене.

Чи пĕрремĕш чăваш театрĕ Хусанта 1918 çулта йĕркеленнĕ. Пирвайхи артистсем Иоаким Максимов (Кошкинский), Ольга Тихонова (Ырзем), Петр Осипов, Ева Терентьева, Анастасия Ананьева тата ыттисем пуçласа А. Островскин «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» пьесине чăвашла куçарса, унти ĕçсем чăваш ялĕнче пулнă пек сăнласа панă. 1920 çулта Чăваш автономиллĕ облаçне туса хурсан чăваш патшалăх театрне Шупашкарта йĕркелеме йышăннă. 1959 çулта театр чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов ячĕпе хисепленме тытăннă.

Калаçу малалла театр никĕслевçисем çинчен — И.С. Максимов-Кошкинскипе (чăваш драма театрне йĕркелекенĕсенчен пĕри) унăн мăшăрĕ Тани Юн (чи пĕрремĕш чăваш киноактриси) çинчен пынă.

— Пирĕн библиотекара питĕ интереслĕ кĕнеке пур — Сергей Журавлевăн «Чăваш Ен актерĕсем. Пурнăç çулĕ». Çав кĕнекере эсир чăваш артисчĕсен кун-çулĕпе, вĕсем спектакльсенче вылянă рольсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пултаратăр.

Ачасене ытларах интереслентерес тата кантарас тĕллевпе вăйă тăхтавĕ ирттернĕ. Вĕсене чĕрĕпе, мулкача хусканусемпе сăнласа пама ыйтнă.

— Театр вăл — вăйă, вăйăра ачасен пултарулăх потенциалĕ уçăлать, вĕсен фантазийĕ, тимлĕхĕ аталанать. Пĕчĕкскерсем пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене алăра тытма хăнăхаççĕ. Библиотекăра «Ача-пăча пьесисем», «Шкул театрĕ» пухусем пур, унта тĕрлĕ авторсен ачасем валли çырнă пьесисем кĕнĕ. Вĕсем тăрăх спектакль лартма питĕ çăмăл, — тет Надежда Петровна.

Вĕренекенсем чылай çĕннине, усăллине пĕлнĕ, библиотекăна ытларах çÿреме тата чăвашла вулама шантарнă.

Наталья Минаева.
Читайте нас: