Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Апрелӗн 2019, 18:06

ТРАНСПОРТ НАЛОГĔ ÇИНЧЕН

Пушкăртстанри нумай ачаллă çемьесем транспорт налогне тÿлессинчен хăтаракан çăмăллăх илме пултараççĕ.

2019 çултан пуçласа Пушкăртстан Республикинче нумай ачаллă çемьесене тата инвалид ачасен ашшĕ-амăшне транспорт налогне тÿлессинчен туллин хăтарса хушма çăмăллăхсем параççĕ. Тивĕçлĕ закона 2018 çул вĕçĕнче йышăннă. Çăмăллăх 2018 çулхи налог тапхăрĕнчен вăйра тăрать.


Пушкăртстан Республикинче виçĕ тата ытларах çулĕ çитмен ача пур çемьесем нумай ачаллă шутланаççĕ.


Нумай ачаллă çемьере çăмăллăхпа ашшĕ-амăшĕнчен (усрава илнисенчен) е опекунсенчен (попечительсенчен) пĕри 150 лаша вăйĕ таран хăватлă двигательлĕ пĕр автомобиль, çаплах 125 лаша вăйĕ таран хăватлă двигательлĕ пĕр автобус тĕлĕшпе усăланма пултарать.


Инвалид ача пур çемьере çăмăллăхпа ашшĕ-амăшĕнчен (усрава илнисенчен) е опекунсенчен (попечительсенчен) пĕри 150 лаша вăйĕ таран хăватлă двигательлĕ пĕр авьтомобиль тĕлĕшпе усăланма пултарать.


Енчен те палăртнă категоринчи хуçасен икĕ е ытларах транспорт хатĕрĕ пулсан – çăмăллăха пĕр транспорт хатĕрĕшĕн анчах параççĕ.


Çăмăллăх илме право пур налог тÿлекен çын çирĕплетнĕ формăпа налог çăмăллăхĕсем ыйтса кирек епле налог органне е МФЦ офисне пырса, почтăпа е Россия ФНС сайтĕнчи „Харпăр хăйĕн кабинечĕ” интернет-сервис урлă хăй заявлени çырмалла.


Нумай ачаллă çемье статусне çирĕплетсе паракан документсем – ачасем çурални çинчен свидетельствăсем, ашшĕ е амăшĕ (законлă представителĕ) кам пулнине палăртакан документсем.


Çемьере инвалид ача пур ашшĕ-амăшĕшĕн çăмăллăх илме правăна çирĕплетсе паракан документсем – инвалид ача çурални çинчен свидетельство, ашшĕ е амăшĕ (законлă представителĕ) кам пулнине çирĕплетекен документсем тата ВТЭК справки.


Республикăри налог органĕсем пурлăх налогĕ енĕпе налог çăмăллăхĕсем илме право пур граждансене пурне те налог çăмăллăхĕ илме 2019 çулхи майăн 1-мĕшĕччен заявлени çырма сĕнеççĕ.


ПР ФНС Управленийĕ.
Читайте нас: