Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Июнӗн 2019, 17:09

АЧАСЕН ХĂРУШСĂРЛĂХĔ МАЛТИ ВЫРĂНТА

Çу кунĕсем çитрĕç. Çĕршер пин ачашăн вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Умра виçĕ уйăх ирĕклĕ ачалăх. Ирхине улттăра тăмалла мар‚ уроксем тăвассине хальлĕхе манма юрать, апла пулсан алгебрăпа деепричасти çаврăнăшĕсене те вĕренмелле мар. Каникул!

Паянхи материалта сăмах вăхăта илемлĕ те савăнăçлă‚ кăмăла кайман пулăмсемпе пăсмасăр‚ хăрушсăр та комфортлă ирттересси çинчен пырĕ. Ача-пăча таçта та аманма пултарать. Çакă, паллах, ашшĕ-амăшне питĕ пăшăрхантарать. Суранланни ачан сывлăхне йывăр сиен кÿме, вилĕм патне илсе пыма пултарать. Хăш-пĕр чухне ачалăхра суранланни пĕтĕм пурнăçа витĕм кÿрет.

Хваттерте

- Вăйă вăйăпа‚ анчах хăрушсăрлăх çинчен ялан астумалла. Шăрпăкпа‚ утюгпа тата вĕри шывпа пиçсе кайма‚ çĕçĕпе кастарма‚ эмелсемпе наркăмăшланма‚ розеткăна пĕрер япала чиксен ток çапма пултарни çинчен ачасене каласа памалла.

- Пĕлмен çынсене алăк уçма чупмалла мар (вĕсем «эпĕ сирĕн çывăх çыннăр‚ юлташăр» тесен те). Алăка е домофона шăнкăравласан «Атте çывăрать‚ чăрмантарма хушмарĕ» е «Манра уçă çук» тесе хуравламалла.

- Чÿречене‚ лоджипе балкона уçă хăварни - пĕчĕк ачасемшĕн чи пысăк хăрушлăх. Пĕр вăхăтлăха пăрăнсан ача уçă чÿрече янаххи çине хăпарса маскит сетка çине таянса ларать. Маскит сеткăн ниепле хытаркăчĕ те ача ÿкессинчен хăтармасть. Çавăнпа та килте пĕчĕк ачасем пур пулсан, тимлĕхе çухатмалла мар, ачасем ăçта тата мĕнпе вылянине сăнасах тăмалла. Пÿлĕме уçăлтарас тесен чÿречене вертикальлĕ уçса хăвармалла.

- Кил-çуртри электричество приборĕсем - пирĕн пулăшакансем. Анчах‚ тĕрĕс усă курмасан‚ вĕсем вилĕм патне те илсе пыма пултараççĕ. Çавăнпа çак правилăсене асра тытмалла:

- электроприборсене йĕпе алăпа тытма тата пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикме юрамасть;

- электроприборсем йĕркеллĕ ĕçлемесен‚ вĕсемпе усă курма кирлĕ мар;

- малтан проводана сете чикмелле‚ унтан прибора хускатмалла.

Пушар вăхăтĕнче

- Килтен тухса кайнă чухне шăрпăксемпе зажигалкăсене пытарса хăвармалла. Ацетон‚ бензин‚ спирт тата ытти çунакан япаласене ачасен алли çитмелле мар вырăна хумалла. Вăхăт-вăхăтпа шăпăрлансене вут-çулăмпа выляма юраманнине астутарса тăмалла.

- Пушар тухсан хваттертен е çуртран хăвăртрах тухса чупмалла. Инкек çинчен кÿршĕсене пĕлтермелле (вĕсем пушар сÿнтерекенсене шăнкăравлама пултарĕç). Енчен те коридорта тĕтĕм вăйлă пулсан алăка уçма юрамасть. Ун чухне аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухсан иртен-çÿренсене чĕнмелле.

- Пулăшу кирлĕ пулсан‚ хăраса, именсе тăмалла мар. Кĕсье телефонĕнчен 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалла (счетра укçа-тенĕ пулмасан е телефона сим-карта лартмасан та шăнкăравлама пулать).

- Васкавлă пулăшăва шăнкăравласан‚ хăвăр ятăрпа хушаматăра‚ ăçта инкек пулнине тата кама пулăшу кирлине пĕлтермелле. Пĕр енчен‚ хыпара тĕрĕс пĕлтерсен инкек пулнă çĕре мĕнле машина ямаллине диспетчера ăнланса илме çăмăлтарах пулĕ. Тепĕр енчен - чăн пулнине шанĕ.

Статистика тăрăх шăнкăравсенчен 80% суя. Хăш чухне ачасем те‚ аслисем те вут-çулăм тĕтĕмне е шыв пăсне пушар вырăнне йышăнаççĕ. Анчах шÿтлесе шăнкăравланисем те чылай. Закон тăрăх, суя шăнкăравсем тăвакансене 1500 тенкĕлĕх‚ шкулта бомба пур тесе шÿтлекенсене темиçе çĕр пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ. Çавăнпа ачасене ултавлă шăнкăравсем тума юраманнине ăнлантармалла.

Урамра

Каникул вăхăтĕнче ачасем ытларах чухне вăхăта тулта ирттереççĕ. Çавăнпа аслисен хăйсен тĕпренчĕкĕсене урамри хăрушсăрлăх йĕркисемпе те паллаштармалла:

- Аслисемсĕр вăрмана‚ чугун çул патне‚ юхан шыв е пĕве хĕрне кайма‚ юлашкисенче шыва кĕме юрамасть. Пушкăртстанра çу кунĕсенче темиçе теçетке ача шыва путать. Вĕсем пурте лайăх ишме пĕлетпĕр тесе шутлаççĕ.

- Палламан çынсемпе калаçма тата машинăна кĕрсе ларма юрамасть. Вĕсем канфет паратпăр е кушак-йытă кăтартатпăр тата ыт.те тесе улталама пултараççĕ. Çавăнпа хăвăр ачăра çирĕп «çук» тесе калама вĕрентĕр. Çакă унăн пурнăçне çăлма пулăшĕ.

- Килсĕр-çуртсăр выльăхсене ачашлама тата витлеме юрамасть. Мĕншĕн тесен вĕсем урнă чирпе (бешенство) чирлеме пултараççĕ. Урнă выльăх çыртсан вара чылай укол тумалла пулĕ.

- Ачасемпе çамрăксен (17 çула çитиччен) ашшĕ-амăшĕсĕр 00.00-06.00 сехетре (хĕлле 22.00-06.00 сехетре) уçăлса çÿреме юрамасть. Çак йĕркене пăссан ашшĕ-амăшĕсене 3000 тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ.

- Тĕпренчĕкĕр ăçта тата кампа пулнине пĕлес тесен‚ ăна смарт-сехечĕ илсе парăр. Вĕсем хаклă тăмаççĕ‚ чи йÿнни - 1500 тенкĕ.

Çул çинче

- Машина çÿрекен çул çинче 14 çул тултарман ачасен велосипедпа‚ 16 тултарманнисем мопедпа тата скутерпа ярăнма юрамасть.

- Ачăрсемпе кĕнекере е интернетра çул-йĕр правилисене пăхса тухăр‚ хăш паллă мĕне пĕлтернине ăнлантарса парăр. Урамра е транспорт çинче суранланни - чи хăрушши. Çул урлă симĕс çутă çуннă чухне‚ малтан сулахай‚ унтан сылтăм енне пăхса каçмалла. Машина хыçĕнче тăма юрамасть‚ автобуса хыçĕнчен‚ трамвая умĕнчен çаврăнса иртмелле. Çак правилăна ачан ик хут иккĕ пек пĕлмелле.

- Талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче ачăр çул çинче курăнтăр тесе тăрăшăр. Унăн тумтирне ятарлă йăлтăртатакан элементсем çакса ярăр.Вĕсем хуçалăх магазинĕсенче е супермаркетсенче сутăнаççĕ‚ хаклă тăмаççĕ.

2018 çулта пушарсенче - 7 ача‚ шывра - 6‚ аварисенче 21 ача вилнĕ.

Инкеклĕ лару-тăрăва лексен ăçта шăнкăравламалла?

01 – пушар;

02 – полици;

03 – васкавлă пулăшу;

112 (кĕсье телефонĕнчен) – авариллĕ тата васкавлă службăсен пĕрлĕхлĕ номерĕ;

8-800-2000-122 – пĕтĕм Раççейри ачасен шанăç номерĕ;

8(347)-246-12-12‚ 8(347)-273-09-00 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен шанăç номерĕ;

8(347) - 280-85-25 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен правине сыхлама шаннă çын.

ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: