Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Июнӗн 2019, 12:22

Пушкăртстанра çуллахи лагерьсемпе санаторисенче 2019 çулта 390 пин ытла ача-пăча канĕ

Пушкăртстанри санаторисем, çуллахи тата шкул лагерĕсем каникул тапхăрĕнче канма тата сывлăха тĕреклетме 390 пин ытла ача (мĕнпур вĕренекенсен 83 процентне) йышăнма хатĕр.

Çакăн çинчен правительствăри канашлура пĕлтернĕ сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Максим Забелин. Çак тĕллевсем валли 1 млрд. 833 млн. 770 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 1,5 млрд. тенкĕ — республика бюджетĕнчен, 272,2 млн. тенкĕ — муниципаллă бюджетсенчен.

Регион правительствинче республикăри ачасем валли 2652 организаци, 1407 шкул çумĕнчи лагерь, 110 хула тулашĕнчи лагерь, 985 ĕçпе кану лагерĕ, 27 ача-пăча санаторийĕ, 37 палатка лагерĕ, 85 профиллĕ лагерь хатĕрленине пĕлтернĕ.

Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин ертÿçин сăмахĕсем тăрăх пĕр ачана валли çуллахи кану тата сывлăх тĕреклетмелли путевкăн ватам хакĕ регион хыснине 17 пин тенке кайса ларĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: