Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Июнӗн 2019, 11:35

«САЛАМ» ÇУЛТАН-ÇУЛ АТАЛАНАТЬ, ХĂЙ ТАВРА ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ПУÇТАРАТЬ

Акă тăххăрмĕш хут ĕнтĕ Ĕпхÿ хулинче «Салам» республикăри ташăпа юрă фестивалĕ иртрĕ. ПР Пуçлăхĕн администраци представителĕн Гульчачак Гиниятовна Мухамедьянован сăмахĕсем тăрăх, «Салам» - республикăри чи анлă мероприятисенчен пĕри. Кăçал фестиваль июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, С.Т. Аксаков ячĕллĕ культурăпа кану садĕнче йĕркеленчĕ.

Асăннă мероприяти çултан-çул вăй илсе, халăх юратнă уява çаврăнса пынине çак цифрăсем те кăтартса параççĕ: кăçал мероприятие республикăри 24 районпа 4 хуларан пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм ташăçăсем тата юрăçăсем, пурĕ 295 çын, килсе çитрĕç. «Салам» илемлĕ курав çеç мар, пултарулăх ушкăнĕсем ташă-юрă енчен пĕр-пĕринпе ăмăртни те.

«Салам» ташăпа юрă фестивалĕ ПР чăваш культура обществипе унăн Ĕпхÿ хулинчи уйрăмĕ (ертÿçисем - Ю.П. Михайлов, Т.Е. Петрова), Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА (В.Ф. Иванов), ПР Халăхсен туслăхĕн çурчĕ (А.А.Ибрагимов) йĕркеленипе иртрĕ.

Мероприятие йĕркелесе ирттерес ĕçе Ĕпхÿ хула администрацийĕ (Ш.Ф. Абдраков), Киров районĕнчи культура уйрăмĕ (Ю.В. Почуева), С.Т. Аксаков ячĕллĕ культурăпа кану сачĕн дирекцийĕ (А.А. Грива) тÿрĕ кăмăлпа хутшăнни фестивале çÿллĕ шайра ирттерме пулăшрĕ. «Салам» фестивале çултан-çул нумайрах çын хутшăнни фестивалĕн кирлĕлĕхне тепĕр хут çирĕплетет.

Пултарулăх ушкăнĕсем Куюргазă тăрăхĕнчи Кривле-Илюшкепе Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш ялĕсенчен те (вĕсен хушши 400 çухрăм), Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк тата Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчен (вĕсен хушши 300 çухрăм) пуçтарăннă. Çынсене пĕр-пĕринпе калаçса ларма меллĕрех пултăр тесе шашлăк ăшалакан вырăнсем те, буфет та ĕçлерĕç.

Чăваш халăхĕн культури çуллĕ шайра пулнине патшалăх влаçĕсем те кураççĕ. Ку хутĕнче чĕннĕ хăнасен шутĕнче ПР Халăхсен ассамблейин председателĕ, РФ Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Зугура Рахматуллина, ПР Пуçлăхĕн управленийĕн обществăпа политика аталанăвĕн советникĕ Гульчачак Мухамедьянова, ПР Культура министерствин тĕп специалисĕ Зульфия Хайруллина, Ĕпхÿ хула администрацийĕн чĕлхе политикин тĕп специалисчĕ Расим Султангареев, ПР Туслăх çурчĕн директорĕ Азат Ибрагимов, ПР ЧНКА председателĕ Виталий Викторов, çаплах таджик тата туркмен культура центрĕн представителĕсем пулчĕç.

Фестивалĕн хăнеевĕрлĕхне уйрăм палăртса хăварас килет. «Салама» килнĕ пĕр ушкăн та, сцена çине тухакан уйрăм ташăçăсемпе юрăçăсем пĕрри те парнесĕр каймаççĕ.

«Саламра» йывăрлăх кăларса тăратакан пĕртен-пĕр самант – вăхăт сахал пулни. Ку хутĕнче жюри членĕсем 67 номера пăхса тухса хак пачĕç. Унсăр пуçне сцена çине хăйсен кăмăлĕпе тухас текенсем те - Геннадий Вуколов юрăçă, Леонид Михайлов - пулчĕç. Çав шута Людмила Ивановапа Александр Герасимова та кĕртмелле. Вĕсем хăйсен юррисене шăрантарчĕç. «Раççей çыннисен кăмăлне савăнтар хут купăс» номинацие хутшăннă Николай Дмитриевпа Владимир Афанасьев, Сергей Ивановпа Леонид Михайлов пуçтарăннисене купăс каласа савăнтарчĕç.

Фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ. Ăна Авăркас тăрăхĕнчи Николай Васильевпа Мияки районĕнчен килсе çитнĕ Василий Захаров шăпăрçăсем йĕркелерĕç. Вĕсем малтан утса пырса шăпăр каларĕç. Çавăн пекех фестиваль умĕн сцена çине Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкул ачисен ташă ушкăнĕ тухрĕ. Анастасия Васильева ертсе пынипе вĕсем «Мухтав Раççей» чăваш ташши кăтартса пачĕç.

Кашни номере тĕплĕн пăхса тухса сумлă жюри членĕсем пĕрремĕш вырăнсене çак ушкăнсемпе уйрăм сцена çине тухакансене пачĕç:

«Ушкăнпа ташă ташласси» номинацире - Çтерлĕ районĕнчи Ямансас культура çурчĕн «Очарование» тĕслĕхлĕ ташă ушкăнĕ;

«Ушкăнпа юрă юрласси», Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç культура çурчĕн «Шăпчăксем» ансамблĕ;

«Чăваш юррисене пĕччен юрласси» - Лиана Фаттахова, Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ;

«Пĕччен ташă ташласси» - Ирина Игнатьева, Пишпÿлек тăрăхĕ, Пăслăкри культура çурчĕ;

«Халăх инструменчĕпе каласси» - Виталий Кузнецов, Октябрьски хули.

Кăçалхи конкурса хутшăнман пултарулăх ушкăнĕсем (Федоровка, Гафури районĕсем) уява тепĕр çул хутшăнасса шанатпăр. 2020 çул фестивальшĕн уйрăмах паллă дата - вăл хăйĕн 10 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ,

ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Ĕпхÿ хули.
Читайте нас в