Шайлашуллă указа Раççей президенчĕ Владимир Путин алă пуснă.
Указăн текстĕнче 2019 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчен Раççей авиакомпанисене Раççĕй Федерацинчен граждансене Грузи территорине сывлăш урлă турттарма чарнă, пĕлтерет «Россия 24». Указа çĕршыва наци хăрушлăсăрлăхĕпе тивĕçтерес, Раççей çыннисене преступлă ĕçсенчен сыхлас тĕллевпе йышăннă.
Çавăн пекех президент правительствăна Грузи территоринчи Раççĕй çыннисене тата вĕсен çăкне тăван çĕршыва таврăнма пулăшма мерăсем йышăнма хушнă. Турист компанийĕсене Грузине турсем сутма чарма сĕннĕ.
Грузинче пăтăрмахсем пуçланнă. Полицине хирĕç тăнă вăхăтра 240 çын суранланнă, çав шутра журналистсем те. Полици 300 ытла çынна тытса чарнă. Грузи влаçĕсем пулса иртнишĕн Раççее айăпланă. «Раççей — пирĕн тăшман тата оккупант», — тенĕ Грузи президенчĕ Саломе Зурабишвили.