Çутă çул
+17 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
27 Июнӗн 2019, 17:08

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ПУШКĂРТСЕН V-МĔШ КУРУЛТАЙĔ ИРТĔ

Июнь уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен V-мĕш курултайĕ - тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан пушкăрт халăхĕн представителĕсен съезчĕ - иртĕ. Курултая 600 ытла делегат‚ вĕсен хушшинче Америкăпа Швейцари‚ Голландипе Монако‚ Израиль тата 21 ют çĕршыв представителĕ‚ хутшăнĕ.

Делегатсем пушкăрт халăхĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç. Курултайăн кун йĕркинче – пушкăрт халăхĕн аталану Стратеги концепцине çирĕплетесси‚ паянхи лару-тăрура халăхăн тĕрлĕ шайри пурнăçне хакласси тата палăртнă проектсемпе программăсене пурнăçлама сĕнÿсем парасси.

Съездăн пĕрремĕш кунĕн тĕп пайĕ «Торотау» Конгресс-холра иртĕ. Пленарлă лару хыççăн делегатсем сакăр секци тăрăх саланĕç: вĕрентÿ тата кадрсем; пушкăрт чĕлхи; истори тата пĕрпеклĕх; демографипе сывлăх; медиа тата массăллă информаци хатĕрĕсем; бизнеспа коопераци; регионти пушкăртсем.

Пушкăртсен Курултайĕн ĕçтăвком пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ съездăн юлашки кунĕ делегатсене Ишимбай районĕнче‚ Торатау тăвĕ айĕнче‚ пухĕ. Унта хăнасем «Торатау йыйыны» («Сход в Торатау») республикăри фольклор праçникне хутшăнĕç. Кунта çĕнĕ ĕçтăвкомăн ларăвĕ тата Стратеги концепцин ĕçлĕ ушкăнĕсен йышне пысăклатассине пăхса тухĕç.

Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен V-мĕш курултайĕн пĕрремĕш кунне‚ секцисем ĕçленĕ вăхăта та‚ онлайн-трансляци мелĕпе йĕркеленĕ. Кашни кăмăл тăвакан ĕçлĕ тĕлпулун калаçăвне хутшăнма тата сĕнÿсем пама пултарать. Сĕнÿсем памалли тытăма Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен V-мĕш курултайĕн официаллă сайтĕнче кăтартса панă.

Асăннă съезда Пушкăртстан пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров хутшăнĕ. Чаплă хăнасен шутĕнче вара РФ Президенчĕн халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе тата обществăри çыхăнусен килĕшÿлĕхĕпе ĕçлекен администраци ертÿçин çумĕ Магомедсалам Магомедов‚ Наци ĕçĕсен федераллă агентствин ертÿçи Игорь Баринов‚ РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕсем Лилия Гумеровапа Ирек Ялалов пулĕç.

Мероприятие ПР Правительстви пулăшу панипе «Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ (конгресĕ)» Пĕтĕм тĕнчери обществăлла пĕрлешÿсен союзĕ йĕркеленĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: