Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
27 Июнӗн 2019, 14:47

«Пишпÿлек районĕ: истори тата хальхи вăхăт»

Район пурнăçĕ çинчен уникаллĕ материалсем пухнă кĕнеке çутта тухнă.

Чылай çул каялла районта пурăнакан пĕр шухăшлисен ушкăнĕн хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывĕн историйĕ çинчен кĕнеке кăларас шухăш çуралнă: пуян тытăмлă, нумай сăн ÿкерчĕклĕ, хытă хуплашкаллă. Районта пурăнакансем пулăшнипе шухăша пурнăçа кĕртме пултарнă — кĕнеке 1000 экземплярпа çутта тухнă. Тĕрлĕ çулсенче кăларăма кăларас ĕçре Анвар Сулейманов, Римма Султанова, Любовь Пашуткина, Рафаель Ибраев, Сергей Иванов тăрăшнă.

280 страницăран районăн иртнĕ тата хальхи вăхăтри пурнăçĕ çинчен, паллă та хисеплĕ çыннисем çинчен, районăн ял тăрăхĕсем çинчен, пишпÿлексен пултарулăх тата спорт ĕç-хĕлĕ çинчен пĕлме пулать. Кĕнекере Аслă Отечественнăй вăрçă историнчи самантсене сăнласа панă. Кунта районти кашни ялăн историне кĕскен пĕлтернĕ. Ял çыннисем мĕнле пурăнни çинчен пĕлтерекен информаци те интереслĕ. Кăларăм районăн паллă çыннисемпе (Совет Союзĕн Геройĕсемпе, поэтсемпе, çыравçăсемпе, пуçне хунă паттăрсемпе, культура ĕçченĕсемпе тата ÿнерçĕсемпе) паллаштарать.

Кĕнеке çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те интереслĕ, ăнланмалла. Кĕнеке тулли сведенисемлĕ пулмасса та пултарать, мĕншĕн тесен архивра çынсемпе фактсем çинчен даннăйсем сыхланса юлмасса пултарнă. Çакăн пек информаци пĕлекенсем район администрацин информаципе аналитика пайне килме пултараççĕ.

«Пишпÿлек районĕ: истори тата хальхи вăхăт» кĕнекен презентацийĕ район акатуйĕнче иртнĕ. Район çинчен кăларăма туянас текенсем районти тĕп библиотекăра е Пишпÿлекри историпе таврапĕлÿ музейĕнче туянма пултараççĕ. Кĕнеке хакĕ — 1000 тенкĕ.

Ирина ФОМИНА.
Читайте нас: