Сергей Квинтильянович 1959 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче Алексеевка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ĕçчен колхозниксен Квинтильян Афанасьевичпа Марфа Осиповнан ултă ача — виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Вĕсен аслашшĕсем — пĕртăван Алексей, Афанасий, Андрей Михайловсем пирĕн яла 1920 çулта йĕркелесе янă. Çитес çул пирĕн ял çĕрçуллăхне палăртĕ. Михайловсен икĕ пĕртăванĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Вĕсем «Коминтерн» колхозра вăрçă умĕн ял варринче улмуççи садне никĕсленĕ, каярах вăл юхăнăçа тухнă. Анчах Сергей Квинтильянович Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕ пулăшнипе улмаççи садне чĕртсе яма пултарчĕ, вăл ял-йыш валли культурăлла канмалли вырăн пулса тăчĕ.
Сергей Михайлов çамрăклах хастар пулнă. Шкул хыççăн тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ, унтан Тельман ячĕллĕ колхозра механизатор пулса тăрăшнă. Вĕренсе тухнă, Тюмень облаçĕнче стратегиллĕ тĕллев ракета çарĕсенче служба иртнĕ. Тăван колхоза таврăннă, колхоз председателĕ таранччен тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хунă.
Çĕршывра перестройка пуçлансан Сергей вăрах вăхăта Нижневартовск хулине ĕçлеме тухса кайнă. Ашшĕпе амăшĕ пĕрин хыççăн тепри чирлесе çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн Сергей Михайлов тăван ялне таврăнма шут тытнă. Вăл 1994 çулта унчченхи Тельман ячĕллĕ колхоз вырăнĕнче хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе янă.
Вăл унчченхи пекех хăйĕн тăван ялне чунтан юратать. Унăн спонсор пулăшăвне пула кашни çул Çимĕкре Стерлитамакри патшалăх филармонин артисчĕсем хутшăннипе ял кунĕ иртет. Вунă çул каялла чĕртсе янă улмуççи садĕнче çуллахи эстрада сценине кăрса лартнă тата унта «Шур çăл» çамрăк артистсен регионсем хушшинчи пултарулăх фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Панулми Спасне те эпир кунтах ял-йышпа туслăн палăртатпăр. Çакă ялăн чи илемлĕ вырăнĕ! Эпир кунта чечексем ÿстеретпĕр. Çакă пурте Сергей Квинтильянович Михайлов тăрăшнипе пурнăçа кĕме пултарнă.
Район руководстви тата ял хуçалăх управленийĕ С.К. Михайловăн çитĕнĕвĕсене çÿле хурса хакланă. Вăл 2005 çулта ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕç пулнă, 2007çулта «РФ тава тивĕçлĕ фермерĕ» ят илнĕ, 2015 çулта — РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тата «Пушкартстан Республикинчи хастар ĕçшĕн» палăрту палли илнĕ.