Пĕтĕм тĕнчери юлашки халăх çыравĕн даннăйĕсем тăрăх Раççейре хальхи вăхăтра пушкарт нацин 1673389 гражданĕ пурăнать. Пирĕн республикăра 1172287 пушкăрта регистрациленĕ, çакă регион халăхĕн 28,79 проценчĕпе танлашать. Пушкăртсен 26 проценчĕ Пушкăртстан чиккин леш енче пурăнать. Тĕнчере пушкăртсен пĕтĕмĕшле шучĕ 2 млн. çынпа танлашать.
«Пирĕн умра чылай задача тăрать, — тенĕ Данир Гайнуллин хăйĕн салам сăмахĕнче. — Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — ачасене тăван пушкăрт чĕлхине вĕрентесси. Пушкăрт чĕлхине цифрăллă тавралăха начар интеграциленĕ. Пушкăрт кинематографĕ майĕпен чĕрĕле пуçларĕ. Пушкăрт професси пултарулăхĕ тата халăх пултарулăхĕ хальхи вăхăтра çÿлĕ шайра тăраççĕ. Пушкăрт этнокĕвви те анлă сарăлать. Пĕтĕм тĕнчери халăх çыравĕн даннăйĕсем тăрăх пушкăртсен 59 проценчĕ ял тăрăхĕнче пурăнать. Хальхи вăхăтра ку чухнехи ялсенче йывăрлăхсем нумай: ĕç вырăнĕсем çук, ача çуралмасть, шкулсемпе медицина учрежденийĕсене хупаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери пушкăртсен курултайĕ асăннă проблемăсене татса пама пулăшма тĕллев лартать».