Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
28 Июнӗн 2019, 18:42

Вĕсенче — пуласлăх

Районта «Вектор» çамрăксен центрĕ çамрăксемпе хастар ĕç илсе пырать. Алена Семенова ертсе пынипе учрежденинче 18 специалист ĕçлет.

Вĕсенчен 11-шĕ çамрăксем тĕлĕшпе ĕç-хĕл илсе пырать тата бухгалтер, кадрсен специалисчĕ, водитель, педагог-йĕркелÿçĕ, социаллă педагог тата обществăпа çыхăну тытакан специалист.

Сирена Миниярова социаллă педагог профилактика тренингĕсем, лекцисем, тестировани, анкетировани, ушкăн тата уйрăм консультацисем ирттерет. Çул çитмен ачасен ĕçĕсем тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче учетра тăракан ачасемпе профилактика ĕçĕ илсе пырать.

Альфия Уканееван тивĕçĕсен шутĕнче — мероприятисем, акцисем, тĕрлĕ конкурссем йĕркелесси тата ирттересси; район çамрăкĕсене республика, регион форумĕсене, конкурсĕсене, фестивалĕсене явăçтарассипе ĕçлесси.

Обществăпа çыхăну тытас тĕлĕшпе ĕçлекен специалист Галина Кудряшова «Раççĕй Çамрăкĕсем АИС», «Раççĕй доброволецĕ» системăсенче ĕçлет, волонтер кĕнекисене илсе пырать, массăллă информаци хатĕрĕсенче материалсем вырнаçтарать.

«Вектор» çамрăксен центрĕ «Çамрăксен армийă», «Единая Россия Молодая Гвардия», «Пушкăртстан пионерĕсем», «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» общество организацийĕсемпе юхăмĕсен ĕçне асăрхаса тăрать. Çамрăксен центрĕ çумĕнче «Паттăрлăх» çарпа патриот клубĕ (тренер-преподавателĕ Николай Петров) ĕçлет.

Çамрăксен центрĕн мĕнпур ĕçченĕ районти спортпа патриот мероприятийĕсене, фестивалĕсене йеркелессине, ирттерессине хастар хутшăнать.

Районта пурăнакан çамрăк çынсене Раççей çамрăкĕсен кунĕпе саламлатпăр. Хăвăрăн чи лайăх çулăрсене савăнăçлă, хастар, интереслĕ, телейлĕ пурăнса ирттерĕр, пĕтĕм çĕре ĕлкĕрĕр, ăнăçăва шанăр, ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртĕр.

Альфия УКАНЕЕВА,

«Вектор» çамрăксен центрĕн педагог-йĕркелÿçи.
Читайте нас: