Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Июлӗн 2019, 12:41

Федераллă хăрушлăхсăр служба ĕçченĕсем Пушкăртстанра пурăнакана пĕр миллион тенкĕлех наркотик туяннă вăхăтра тытса чарнă

Уфари район сучĕ Салаватра пурăнакан 31 çулхи арçынна «наркотик хатĕрĕсене пысăк виçепе закона пăсса сутма хăтланнăшăн» статья тăрăх приговор кăларнă.

ПР прокуратурин пресс-службин информацийĕ тăрăх кăçал февраль тата март уйăхĕсенче судпа айăпланă çын пĕлĕшĕнчен кокаин, гашиш, синтетика наркотикĕсен, амфетамин тытăнса тăракан психотроплă хатĕрсен пысăк партине туянма калаçса килĕшнĕ.

Чаруллă хатĕрсене вăл пĕчĕк партисемпе сутма планланă. Усал шухăшлă çынна легальлĕ мар таваршăн пĕр миллион тенкĕ тÿленĕ вăхăтра республикăри Федераллă хăрушлăхсăр служба ĕçченĕсем тытса чарнă.

Айăпланакан преступлени тунă хăйĕн айăпне йышăннă тата тавар тăратаканпа ĕçтешĕн ячĕсене пĕлтернĕ. Суд ăна уйрăм режимлă юсав колонинче тăватă çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: