Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Июлӗн 2019, 11:49

Путин Европăри вăйăсенче палăрнă Раççей спортсменĕсен çĕнĕ çитĕнĕвĕсене çирĕп шанать

Путин Европăри вăйăсенче палăрнă Раççей спортсменĕсен çĕнĕ çитĕнĕвĕсене çирĕп шанать.

Раççĕй президенчĕ Владимир Путин вырсарникун Минск хулинче Европа вăййисен спортсменĕсен Ялĕнче Раççей сборнăйĕн членĕсемпе тĕл пулнă.

«Пите лайăх, маттур», — тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ Раççей спортсменĕсен кăтартăвĕсем пирки каланă май.

Путин Раççĕй атлечĕсем малашлăхра тата та пысăк çĕнтерÿсем тăвасса çирĕп шаннине пĕлтернĕ. «Çак ăмăртусем сирĕн валли çĕнĕ çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсем тума валли трамплин евĕрех», — тенĕ вăл.

Раççей сборнăйĕн членĕсем патшалăх пуçлăхне «Раççей команди» тесе çырнă куртка парнеленĕ. Унтан вăл спортсменсемпе тата тренерсемпе калаçу ирттернĕ, асăнмалăх сăн ÿкнĕ.
Читайте нас: