Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Июлӗн 2019, 11:37

ПУТИН 50 ТЕНКĔЛЕХ АЧА-ПĂЧА ПОСОБИНЕ ŸСТЕРМЕ ХУШНĂ, ТАТА ĂНА КĂНА МАР

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулчченхи ачасемлĕ сахал тупăшлă çемьесем валли пĕчĕк виçеллĕ пособисемпе тарăхнă çамрăк хĕрарăм патшалăх пуçлăхне ыйту панă хыççăн Владимир Путин çак пособисен виçине ÿстерме хушнă.

Çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулчченхи ÿсĕмри ачасене пăхнăшăн кашни уйăхри пособине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен регионти пурăнмалли минимум шайĕ таранччен ÿстереççĕ. Кашни çынна тивекен тупăш регионти пурăнмалли минимумăн икĕ хутлă виçинчен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем илме пултарĕç.

Хальхи вăхăтра пособин виçи — 50 тенкĕ. Çак суммăна патшалăх 25 çул каялла тÿлеме пуçланă, унтанпа ăна пĕрре те индексацилемен.

Аса илтеретпĕр, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра сусăр ачана пăхнăшăн пособи ÿснĕ. Çавăн пекех Путин çемьере çуралнă виççĕмĕш тата тăвттăмĕш ачашăн ипотекăна тÿлесе татма 450 пин тенкĕ бюджетран тÿрĕ тÿлев палăртма сĕннĕ. Ача амăш капиталĕпе пĕрле çемье 900 пин тенкĕ илме пултарать.

Кăçал çак тĕллевсем валли бюджетран хушма 26 млрд. тенкĕ ытла, çитес çулта 28,6 млрд. тенкĕ уйăрас пулать.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: