Раççей президенчĕ «тÿрĕ лини» пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх правительствăна МЧС пушар хуралĕн ĕçченĕсен ĕç укçине 24 пин тенкĕ таранччен ÿстерме хушнă, 2020 çултан — 32 пин тенкĕ таранччен.
Килĕшÿллĕ хушăва Кремль сайтĕнче июлĕн 2-мĕшĕнче пичетленĕ. Хушăва 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен пурнăçламаллине тимленĕ. Антон Силуанов вице-премьерпа МЧС пуçлăхне Евгений Зиничева яваплисем туса çирĕплетнĕ.