Патшалăх Думи июнĕн 19-мĕшĕнче йышăннă тата Федераци Совечĕ июнĕн 26-мĕшĕнче ырланă шайлашуллă закона право информацин официаллă порталĕ çинче пичетленĕ, пĕлтерет ТАСС.
Патшалăх пулăшăвне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрта виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесем илме пултарĕç. Çавăнпа пĕрле компенсаци тÿлевне налуксенчен хăтарĕç.
Малтан пĕлтернĕ тăрăх, ДОМ.РФ программа операторĕ пулса тăрать. Тÿлеве илес текен çемьесен кредит панă банка кирлĕ документсен пуххипе пĕрле заявлени, ачасем çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсем тăратмалла. ДОМ.РФ хăйĕн укçи-тенки шучĕпе (кайран çав укçа-тенке бюджетран илнĕ субсиди шучĕпе саплаштарать) кредит организацине заемщикăн кредичĕн пĕр пайне тÿлесе татма валли укçа-тенкĕ куçарать. Кăçал ипотекăна тÿлесе татма 30 пин Раççĕй çемьи тÿлев илет.