Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Июлӗн 2019, 17:43

Малта ĕç нумай

Пишпÿлекре пурăнакансем ырă ĕçе хутшăнма пултараççĕ

Пĕрлехи ĕç çынсене пĕрлештерни паллă. Июлĕн 5-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕ пĕр шухăшлисене пĕрлештернĕ. Афган вăрçин ветеранĕсем, Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕсем, район администрацин, вĕрентÿ пайĕн, «Çемье» уйрăмăн, Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем парка çĕнетме валли нумай вăй хунă.

Субботник йĕркипе йывăçсене сайратнă, тротуар тăршшĕпе ÿсекен тĕмсене рете кĕртсе касса тухнă, чĕрĕ карта йеркеленĕ. Çуран çарсен çар машинине кивĕ сăртан тасатса çĕнĕрен сăрланă.

«Симĕс беретсем» ушкăнăн ыркăмăллăх концертĕнче пухнă укçа-тенкĕ асăну хăмине çĕнетме май панă. Малта ĕç нумай тата темиçе субботник йĕркелеме планланă. Сÿрĕк кăмăллă мар Пишпÿлек çыннисене ырă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.

Сергей ИВАНОВ.
Читайте нас: