«Эпир çитес çул май уйăхĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче фашизма аркатса тăкнăранпа 75 çул çитнине тивĕçлĕ палăртма çине тăрса хатĕрленетпĕр. Уявсен масштаблă программине йĕркелетпĕр, унта чылай патшалăхсен сумлă представителĕсем хутшăнасса шанатпăр», — тенĕ Путин.
Вăл «20-мĕш ĕмĕрти аслă пулăм çинчен истори тĕрĕслĕхне» сыхласа хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
«Эпир çĕнтерÿ мĕнле хакпа пире тивнине астăватпăр, çав хăрушă вăрçăн урокĕсене манма юрамасть тесе шутлатăп», — хушнă Раççей президенчĕ.