Католик чиркĕвĕн пуçлăхĕ Рим Папи Путина «Тĕнче пирĕшти-управçи» медаль панă
Раççей президенчĕ Ватиканра ĕçлĕ çулçÿревре Рим Папипе тĕл пулнă. Католик чиркĕвĕн пуçлăхĕ Раççей ертÿçине «Тĕнче пирĕшти-управçи» ятлă медаль панă.
«Рим Папи Путина çак медале парнеленĕ», — çирĕплетнĕ РФ президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков «Интерфакса» панă интервьюра.
Медаль Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 100 çул çитнине чысланă. Унта 1939 çулхи августăн 24-мĕшĕнчи XII Пия Папи радиоçырăвĕнчи цитата çырса хунă: «Мирпе нимĕн те çухалмасть. Вăрçăра пурне те çухатса пулать».