Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Июлӗн 2019, 17:03

Çăмăллăхлă виçепе ипотека кредичĕ ил

Ача çуралассине, ипотека кредичĕн рынокне, çурт-йĕр строительствине аталантарас тĕллевпе Раççей Финанс министерстви укçа уйăрса паракан программи пурнăçа кĕрет.

Программа «ДОМ.РФ» АО тата Раççей кредит организацийĕсене Раççей Федерацин ачаллă гражданĕсене панă çурт-йĕр (ипотека) кредичĕсен (займсен) илсе çитереймен тупăшĕсене саплаштарма валли федераллă бюджетран субсиди парассине тĕлленĕ.

Укçа уйăрса памалли программăн уйрăм условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Раççей Федерацин Правительствин постановленине йышăннă.

Палăртнă постановлени шута илнĕ:

- 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченхи тапхăрта иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă Раççей Федерацин гражданĕсене ипотека (çурт-йĕр) кредичĕсен (займĕсен) процент виçине çулталăкне 6 процент шайĕ таранччен кредитăн пĕтĕм сроке таранччен субсидилесси;

- Инçет Тухăç федераллă округра пурăнакан тата палăртнă территори çинче çурт-йĕр туянакан 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă Раççей Федерацин гражданĕсем валли кредитăн пĕтĕм срокне ипотека (çурт-йĕр) кредичĕсен (займĕсен) çулталăкне 5 процент шайĕ таранччен процент ставкине субсидилесси;

- Инçет Тухăç федераллă округăн территоринчи ял тăрăхĕсенче вырнаçнă пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле çурт-йĕр рынокĕнче хваттер е çĕр лаптăкĕллĕ çурт-йĕр туянма Раççей Федерацин гражданĕсене панă ипотека (çурт-йĕр) кредичĕсен (займĕсен) процент ставкине субсидилесси.

Кунсăр пуçне укçа уйăрса памалли прогрăммана банксем рефинансировани тунă кредитсене кĕртме пултараççĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ улшăну, хăшĕ маларах чылай çемьене патшалăх пулăшăвĕ илме чăрмантарнă.

Раççей Финанс министерстви.
Читайте нас: