«Истори ас тăвăмне сыхласа хăварас тата 1941 — 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине чыслас тĕллевпе 2020 çулта Раççей Федерацинче Ас тăвăм тата мухтав çулталăкне ирттерме хушатăп», — тесе пĕлтерне право информацин официаллă порталĕнче вырнаçтарнă документра.
Ас тăвăм тата мухтав çулталăкне «Çĕнтерÿ» Раççей йĕркелÿ комитечĕ йĕркелет. Йĕркелÿ комитечĕн ĕçне президент администрацин пуçлăхĕ Антон Вайно контроллет.
Уйăх хушшинче правительство тĕп мероприятисен планне çирĕплетмелле. Указ июлĕн 8-мĕшĕнчен, ăна алă пуснăран вăя кĕрет.