«Сирĕн пуян опыт, политика ăслăлăхĕ тата пысăк пĕлĕвĕр малашне те пирĕн çĕршывсем хушшинчи партнер çыхăнăвне тата туслăхне аталантарма кирлĕ пулĕç», — тенĕ саламра.
Назарбаева Белоруси президенчĕ Александр Лукошенко та саламланă. Вăл та Казахстанăн пĕрремĕш президенчĕ икĕ çĕршыв хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва хывнă ĕлĕше палăртнă.
«Белорусипе Казахстанăн пĕрлехи ĕçĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене тимленĕшĕн, нумай çулхи туслăхăн йăлине çирĕплетме, пирĕн халăхсем хушшинчи тăванлă çыхăнусене аталантарма хывнă ĕлĕшшĕн пыса тав», — тенĕ Лукошенко.
Лукошенко Назарбаева нацин чăн лидерĕ тенĕ тата ырă сывлăх, хастарлăхпа ăнăçу суннă.