Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
12 Июлӗн 2019, 13:29

Салават Харасов ĕçлĕ çулçÿревпе Пишпÿлек районĕнче пулса курнă

2019 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнче Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕ Салават Харасов ĕçлĕ çулçÿревпе пулса курнă.

Ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче вăл Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти кăнтăрла пулмалли лагерьте пулнă, ачасемпе калаçнă, спортăн командăллă вăйă тĕсĕсем валли тупăсем парнеленĕ.

Çавăн пекех Салават Фаттахович Аит ялне çитсе курнă, унта Фатих Карим поэт-патриотăн музейне çĕнетсе юсаççĕ.

Ĕçлĕ çулçÿреве вĕçлесе Салават Харасов Усак Кичу ялĕнче граждансене йышăннă. Ял-йыш депутата ял пурнăçне тивекен çивĕч ыйтусем панă.
Читайте нас: