«Тĕрлĕ çĕршыври çамрăк ăру представителĕсем хушшинче олимпизм идеалĕсене çирĕплетме, сывлăхлă тата хастар пурнăç йĕркин хаклăхĕсене аталантарма тĕлленĕ ăмăртусене Раççей тата Пушкăртстанăн тĕп хули — Уфа йышăнни питĕ кăмăллă. Республикăра çакăн пек масштаблă тата престижлă мероприятисем йĕркелессипе тата ирттерессипе пысăк опыт пухăннă. 2013 çулта кунта Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи ача-пăча вăййисем пысăк ăнăçупа иртрĕç, пурин валли те чăн-чăн уяв пулса тăчĕç, Уфа халăхĕ участниксемпе хăнасене ăшшăн тата тараватлăн кĕтсе илни асра юлчĕ. Пирĕн ку чухнехи спорт инфраструктурине йĕркеленĕ, чи çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ стадионсем, тренировкăпа сывлăха тĕреклетмелли комплекссем ĕçлеççĕ. Вăййа хутшăнакансене ăнăçу, хавхалантарма килнисене лайăх кăмăл-туйăм сунатăп».