Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Июлӗн 2019, 11:32

Путина Раççейре уникаллĕ япала туса кăларни çинчен каласа панă

Федераллă Урал университетĕнче РФ президенчĕ Владимир Путин студентсемпе тата аспирантсемпе тĕл пуличчен инновациллĕ хатĕрлевсен выставкипе паллашнă.

Патшалăх пуçлăхне интуици управленийĕллĕ чĕркуççин бионикăллă проект, шыва тĕртсе яракан гидрофобный гель, шĕвек каяшсене уйăрмалли тата утилизацилемелли проект, хатĕрсен виртуаллă тĕрĕслевне ирттерме май паракан «Цифрăллă двойник» проект кăтартнă.

Университет бизнес пулăшу парсан скандий уникаллĕ япала тăвассине йеркелесе яма хатĕр пулни палăрнă. Унпа авиакосмос отраслĕнче, медицинăра усă кураççĕ. Проекта пуçарса яриччен Раççей ăна чикĕ леш енчен туяннă, халĕ çак япалана кăларассипе тĕнче производствин 10 процент шайне тухма пулать.

Путин ÿсентăран хатĕрĕсене туса илмелли технологипе интересленнĕ. 2023 çулхи çуллахи Универсиада тĕлне хатĕрленекен Екатеринбургăн инфраструктурин макечĕпе паллашнă.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан

#ВладимирПутин
Читайте нас: