Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
15 Июлӗн 2019, 17:42

Тăван çĕрĕн юрăçи

Владимир Смоловăн çурăмĕ хыçĕнче пин километр, çырса тултарнă çĕр блокнот тата шутсăр тĕлпулусем.

Манăн калавăн геройне Владимир Смолов тесе чĕнеççĕ. Унччен вăл педагог та, вăтам шкул директорĕ те, район администрацин вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ те пулнă. Çитĕннисем те, пĕчĕккисем те ăна хисеплесе ашшĕн ячĕпе чĕнеççĕ — Владимир Анатольевич.

Юманлăх ятлă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕ каччă пĕлÿ тĕнчине кантăк каснă. Малтан тăван ялти кĕçĕн классен шкулĕ. Унтан пилĕк километр инçĕшре вырнаçнă Ермолкинти шкулта сакăр класс. Шкул çулĕсенче Володя РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.В. Иванов ертсе пыракан моделировани кружокне кăмăлланă. Вĕренекенсем хăйсен аллисемпе тунă ракетăсен макечĕсене Мускаври ВДНХра тăратнă. Володя интеллигентсен çемйинче ÿснĕ: ашшĕ Анатолий Петрович вĕрентекен пулнă, амăшĕ Тамара Даниловна — фельдшер. Ялта ÿснĕ кашни ача пекех вăл мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ, чернил ручкăпа тата тĕкпе керосин лампин çутипе килти ĕç тунă, кăмака хутнă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн арçын ача ашшĕн çулĕпе кайнă — 1974 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕрсе каламалли оркестра çÿренĕ, баян каланă, занятисем хыççăн Пелепейри искусствăсен шкулне кайма та вăхăт тупнă.

Диплом алла илнĕ хыççăн çамрăк специалист Владимир Смолов сакăр çул вĕренмелли тăван ялĕнчи шкулта музыка, ÿкерÿ, географи тата ÿт-пÿ культурин урокĕсене илсе пыма тытăнать. Салтака кайса килнĕ хыççăн Владимир истори вĕрентекенĕ пулас тĕллевпе Пушкăрт Патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Хăйĕн ĕçлĕ çул-йĕрне Владимир Анатольевич республикăн Аургазă районĕнчи шкулта малалла тăснă. Хастар пурнăç позициллĕ çынна Таштамакри вăтам шкулта директорăн вĕрентÿ пайĕн çумĕн должнăçне шанса панă. 1987 çулта пуçаруллă педагога Наумкинти вăтам шкулăн директорĕ пулма сĕнÿ тăратнă. Ют çĕрте епле лайăх пулсан та, çынна тăван çĕршыв яланах хăйĕн патне туртать. 1989 çулта ăна Пишпÿлек районĕнче вĕрентÿ пайĕнче инспектор пулса вăй хума тытăннă. Истори, çар ĕçĕ, ĕç вĕрентĕвĕ, ÿт-пÿ культури, ОБЖ дисциплинисен кураторĕ пулнă. Çав вăхăтрах «Çутă çул» хаçат редакцийĕпе ĕçленĕ, шкул пурнăçĕ çинчен статьясем, тĕрлĕ темăпа сăвăсем çырнă.

Пултарулăх çулсерен ытларах хăйĕн патне туртнă. Çавна пула та вăл 2006 çултанпа «Çутă çул» хаçат редакцинче корреспондент пулса тăрăшать. Хыçалта — пин километр, çĕр ытла çырса тултарнă блокнот, темиçе çĕр тĕлпулу.

Çак вăхăт тăршшĕнче Владимир Анатольевич район пурнăçне лайăх пĕлсе çитнĕ. Вăл хăйĕн статйисенче ялсен пурнăç таппăмне сăнласа парать. Коллективра Владимир Анатольевич Смолова хисеплеççĕ. Вăл çынсемпе çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Опытлă корреспондентăн тата пысăк чунлă çыннăн пуян чĕлхепе çырнă статьисем «Урал сасси», «Республика Башкортостан», «Кызыл тан» хаçатсенче, «Ветеран», «Панорама Башкортостана», «Сельские узоры» журналсенче пичетленнĕ. Владимир Анатольевичăн ĕçĕсене чылай дипломсемпе, Тав хучĕсемпе палăртнă.

1994-мĕш çулта Владимир Смоловăн «Çĕмĕрт çеçки» кĕнеки çутта тухнă, 1996 çулта вăл «Хавхалану çăлкуçĕсем» регионсем хушшинчи фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Владимир Анатольевич Ирина Садулевна мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстереççĕ. Андрей ывăлĕ Уфара пурăнать, спортпа гостиница комплексĕн директорĕн çумĕ пулса ĕçлет, Наталья хĕрĕ — «Парус» физкультурăпа сывлăха тĕреклетмелли комплексра администратор, Елисей ывăле пĕрремĕш класа кайма пуçтарăнать.

Смоловсен кил картийĕ чечек айне путнă. Çуллахи ăшă каç çамрăклăха аса илтерет, алла баян тытма хистет. Тулта вара 60-мĕш çулла. Поэтăн чунĕнче яланхи çуркунне пултăр…

Анвар СУЛЕЙМАНОВ, журналистика ветеранĕ, Тутарстан Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Фатих Карим, Динис Буляков ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Читайте нас: