Раççейри кун тытăмĕнчи çивĕч ыйтусемпе пĕрле канашлăва хутшăнакансем Раççейпе Украина хутшăнăвĕсен хăш-пĕр аспекчĕсене те сÿтсе явнă, çав шутра Владимир Путинăн Украина президенчĕпе Владимир Зеленскипе пулса иртнĕ виçĕм кунхи телефон калаçăвне те тивнĕ.
Канашлăва Федераци Совечĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин, Президент Администрацин ертÿçи Антон Вайно, Хăрушсăрлăх Совечĕн Секретарĕ Николай Патрушев, Шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев, Ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров, Хăрушсăрлăх федераллă службин директорĕ Александр Бортников, Тулаш разведка службин директорĕ Сергей Нарышкин, Çутçанталăк сыхлав ĕç-хĕлĕн, экологи, транспорт ыйтăвĕсем тăрăх Президентăн ятарлă представителĕ Сергей Иванов хутшăннă.