Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Июлӗн 2019, 11:22

Путин Жорес Алферов ячĕллĕ стипенди пуçарса яма хушнă

Раççĕй президенчĕ Владимир Путин РФ правительствине çамрăк ученăйсем валли Жорес Алферов ячĕллĕ стипенди пуçарса яма хушнă.

Указа эрне кун право информацин официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Президент 2020 çултан пуçласа физика тата нанотехнологисен облаçĕнчи çамрăк ученăйĕсем валли Жорес Алферов ячĕллĕ 10 персоналлĕ стипенди пуçарса яма хушнă.

Çавăн пекех патшалăх пуçлăхĕ федераллă патшалăх аслă пĕлÿпе наукăн бюджет организацине «Раççей наука академисен Санкт-Петербургри наципе тĕпчев Академи университетне» Жорес Алферов ятне парас ыйтăва татса пама хушнă.

Президент Санкт-Петербург правительствине Нобелев лауреатне чысланă асăну хăми лартма сĕннĕ.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: