Çутă çул
+9 °С
Облачно
Общество
17 Июля 2019, 06:11

ЛУКАШЕНКО ТАТА ПУТИН ИЮЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ФОРМАЛЛĂ МАР ТĔЛ ПУЛУ ИРТТЕРĔÇ

ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, Белорусси президенчĕ 17-18-мĕш июльте Раççее ĕçлĕ çулçÿревпе килет.

Добавить в предпочтительные источники Google
Белорусси президенчĕ Александр Лукошенко тата Раççей президенчĕ Владимир Путин июлĕн 17-мĕшĕнче формаллă мар тĕл пулу ирттерĕç, июлĕн 18-мĕшĕнче икĕ патшалăхăн регионсен форумĕн пленарлă ларăвне хутшăнĕç.

Пресс-службăн даннăйĕсем тăрăх, Лукошенко Путинпа пĕрле Белоруссипе Раççейĕн VI Регионсен форумĕн пленарлă ларăвне хутшăнаççĕ. Кунсăр пуçне, патшалăх пуçлăхĕсен икĕ енлĕ калаçăвĕ валли те вăхăт пăхса хăварнă.

«Тимлĕхре Белоруссипе Раççĕй хушшинчи суту-илÿпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсем пулаççĕ. Енсем çавăн пекех Союзлă патшалăх йĕркипе пĕрле ĕçленине сÿтсе явĕç», — палăртнă Белоруссин президенчĕн пресс-службинче.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан;
Читайте нас