Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
17 Июлӗн 2019, 13:41

Пушкăртстан Перекет банкĕн офисĕсенче транспорт карттисем туянса пулакан пĕрремĕш регион пулса тăнă

Уфара обществăлла транспортпа çÿреме валли «Алга» транспорт карттисене сутакан тата туллилетсе пулакан пунктсен сечĕ анлăланать.

Паянхи кун тĕлне Уфари Перекет банкĕн 83 офисĕнче «Алга» карттăсене сутма пуçланă. Пушкăртстан Перекет банкĕн офисĕсенче транспорт карттисем туянса пулакан пĕрремĕш регион пулса тăнă.

Туяннисĕр пуçне карттă çине укçа та хурса пулать. Карттăна банкомат урлă туллилетес тесен тĕп менюра «Поиск услуг и организаций» суйласа илмелле, унтан тухнă йĕркере «Алга» тесе çырмалла тата «Алга» карттăна туллилетмелле тенине суйласа илмелле. Малалла транспорт карттин номерне тата тÿлевĕн суммине çырмалла.

QR-кодлă сканерсемпе оборудованиленĕ банкоматсенче мобиллĕ приложенинчи пек карттăн номерне çырмалла мар — транспорт карттин тÿнтер енчи кодне сканироват туни те çителĕклĕ.

«Алга» транспорт карттине Перекет банкĕ Онлайн мобиллĕ приложени урлă та туллилетсе пулать. «Платежи» раздела кĕмелле, унтан «Оплата по QR или штрих коду». Смартфонăн камерине карттăн тепĕр енчи QR-кочĕ çине тĕллемелле, укçа хывмалли счета тата тÿлевĕн суммине çырмалла.

Тата та ункайларах пултăр тесен автотÿлев хускатма пулать. Ун пек чухне тÿлев автоматла килет. Карттă çинчен укçа хывиччен Перекет банкĕн клиентне тÿлевĕн виçине пĕлтерекен информациллĕ смс килет. Кирлĕ пулсан 900 номер çине тÿлевĕн кодне çырса ярса операцине пăрахăçлама пулать.

Çывăх вăхăтра «Алга» транспорт карттисене сутакан тата туллилетме пулакан пунктсен шучĕ ÿссех пырĕ. Паянхи кун «Алга» карттăна 250 точкăра туянса пулать.

«Башинформ» маларах пĕлтернĕ тăрăх, «Башавторанс» патшалăх турттараканĕ транспортпа çÿренишĕн «Алга» карттăпа е банк картти тăрăх 20 тенкĕ, укçан — 25 тенкĕ тÿлемелле тунă. Йĕркелемен тарифсемлĕ 40 маршрутра çÿренишĕн карттăпа 20 тенкĕрен пуçласа 30 тенкĕ таранччен тÿлеме тивĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: