Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
17 Июлӗн 2019, 14:36

Уфара пурăнакан лотерейăпа 6 млн. тенкĕ выляса илнĕ

Уфара пурăнакан миллионер пулса тăнă.

«Гослото» пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанăн тĕп хулинче туяннă билет 6 млн. тенкĕ ытла вылявра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Телейлĕ билета вăл сайтра туяннă.

«Лотерея çĕнтерÿçи иккĕмĕш анара тăватă числопа ставка тунă тата 6486 825 пин тенкĕ выляса илнĕ», — çирĕплетнĕ лотерея представителĕсем.

«Башинформ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, кăçал июнь уйăхĕнче Уфа çынни пĕр миллион тенке пуянланнă. Март уйăхĕнче Уфара пурăнакан тата тепĕр çынна ăннă — вăл 4 млн. тенкĕ выляса илнĕ. 2019 çулхи февраль уйăхĕнче Пушкăртстанра пурăнакан тĕрлĕ вылявсенче виçĕ билет туянса 17,6 млн. тенкĕ хуçи пулса тăнă. Тата тепĕр Уфа çынни 120 тенкĕлĕх билет туянса 2,6 млн. тенкĕ выляса илнĕ.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: